Ыраш пăтри
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ыраш пăтри пурте пĕлекен карп йышши пулă. Тĕсĕ ун тĕрлĕрен пулать – сăрă тĕсрен пуçласа сарă сăрă таранах. Кĕлетки пĕтĕмпех пăнчăсемпе витĕннĕ.
Ыраш пăтри 22 сантиметра çити ӳсме пултарать, анчах та 10-12 сантиметртан вăрăмраххисем сайра тĕл пулаççĕ. Йывăрăшĕ 80 грамран иртмест.
Апат енчен ыраш пăтри тиркевлĕ пулă мар. Ытларах вак чĕр чунсемпе тата шыври ӳсен-тăрансемпе тăранать.
Ку пулла ятарласа тытма çӳремеççĕ тесен те юрать. Пĕвесемпе кӳлĕсенче ыраш пăтри хунаса кайсан ытти пулăсем пĕтни паллă. Юханшывсенче вара кутан çуйăнпа шампа пуллăн чи тутлă апачĕ шутланать.