Якăлпай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Якăлпай
Якăлпай ареалĕ
сарри- йăва çавăрнă вăхăтра, симĕсси - çулталăкĕпе
Якăлпай тӳрлетни
Якăлпай ами


Якăлпай - кăвакарчăнтан кăшт пĕчĕкрех кайăк. Çăмартисем (3-4) сарă, хĕрлĕрех хăмăр пăнчăллă. Йăвари чĕпписене тытса килнĕ вĕçен кайăка тĕкĕсенчен тасатса, вакласа çитереççĕ. Якăлпайсен тĕп апачĕ - пĕчĕк вĕçен кайăксем: тăрисем, шĕпшĕлсем, çерçисем. Вĕсене тытма якăлпайсем иккĕн çӳреççĕ. Пĕри çĕр çумĕпе вĕçсе пырса кайăксене хӳтлĕхрен хăвласа кăларать, тепри вĕсене сывлăшра çапса ӳкерет. Аялта вĕçсе çӳрекен якăлпай çапса ӳкернĕ кайăка ярса илет. Ака уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ. Авăн уйăхĕнче вĕçсе каяççĕ. Пирĕн тăрăхра республикăн çурçĕр енчи вăрманĕсенче тĕл пулаççĕ. Вĕсен хисепĕ Чăвашра яланах пĕчĕк пулнă, мĕншĕн тесен ку кайăксен пысăк пайĕ пирĕнтен çурçĕртерех çу каçать.

Якăлпай сывлăшра
Якăлпай çăмартисем

Каçăсем[тӳрлет]