Контент патне куҫ

Иртнĕ вăхăт: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
31-мĕш йĕрке: 31-мĕш йĕрке:
* [http://subscribe.ru/archive/job.lang.germanlanguage/201004/07020657.html/ Нимĕç чĕлхин прогрессиллĕ курсĕ]
* [http://subscribe.ru/archive/job.lang.germanlanguage/201004/07020657.html/ Нимĕç чĕлхин прогрессиллĕ курсĕ]
* [http://irgol.ru/?tag=времена/ Вăхăтсем франс чĕлхинче]
* [http://irgol.ru/?tag=времена/ Вăхăтсем франс чĕлхинче]
* [http://lingvoforum.net/index.php?topic=74200.0 Пршедшее время чувашского глагола.]


[[Категори:Пуплев пайĕсем]]
[[Категори:Пуплев пайĕсем]]

12:59, 29 Ҫу уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Иртнĕ вăхăт, — каличчен пулса иртнĕ ĕçе пĕлтерекен глагол форми (вуларăм, ĕçлерĕ, тăрăшрĕç).

Чăваш чĕлхинче иртнĕ вăхăт формисем темиçе:

  • иртнĕ паллăлăхлă вăхăт. Аффиксĕсем -р (-т, -ч): çыртăм, вуларăм, пĕлчĕ, çырмарăм, вуламарĕ. Ку вăхăт ĕç пĕр хут пулса иртнине, ĕç вĕçленнине, нумай вăхăта тăсăлнине, тахçан пулса иртнине пĕлтерет.
  • иртнĕ паллăлăхсăр вăхăт. Аффиксĕсем -нă, -нĕ: çырнă, вуланă, пĕлнĕ, çырман, вуламан, пĕлмен.
  • иртнĕ тăсăмлă вăхăт[1]. Аффиксĕсем -атт (-етт), -атч (-етч), -т (-тч): вĕренеттĕм, çыраттăм, вулатчĕ, пĕлместчĕ, çырмастчĕ. Ку вăхăт форминчи глаголсем ĕç темиçе хут пулса иртнине, тахçан пулса иртнĕ ĕç вăхăт тĕлĕшĕнчен вăрăма тăсăлнине пĕлтереççĕ.
  • иртнĕ умĕнхи вăхăт I. Аффиксĕсем -сатт (-сетт), -сачч (-сечч): кайсаттăм, вуласаттăм, ĕçлесеччĕ, илсеччĕç, вĕренсеттĕмĕр. Ку вăхăт тепĕр ĕçрен маларах пулнă ĕçе пĕлтерет. Малтан иртнĕ вăхăт форми кулленхи калаçура питĕ сайра тĕл пулать.
  • иртнĕ умĕнхи вăхăт II. Аффиксĕсем -нăччĕ, -нĕччĕ: вуланăччĕ, пĕлнĕччĕ, вуламанччĕ, пĕлменччĕ.

Ку формăсен пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ кашнин тĕрлĕрен. Усă курас тĕлĕшпе те вĕсем пĕр пек мар.

Кунсăр пуçне хăшпĕр тури калаçусенче иртнĕ паллăлахсăр вăхăтăн хăйне майлă конструкцийĕ пуррине асăрхамалла. Вăл -са/-се аффикс хушăннипе пулать: вуласа, кайса, çырса, пĕлсе, ĕçлесе... Çавна май "иртнĕ умĕнхи вăхăт I" тата "иртнĕ умĕнхи вăхăт II" тенисен çыхăнăвĕ яр уççăн курăнса тăрать. Енчен те кусем пур калаçусенче те тата литература чĕлхинче сыхланнă пулсан, иртнĕ паллăлахсăр вăхăтăн леш конструкцийĕ пирки апла калама çук.

Иртнĕ вăхăт формисем нумай, анчах та вĕсем пĕр пĕтĕмĕшле çыхăнăва пĕрлешни курăнать.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Мышкова И. Б. Времена немецкого глагола. — СПб., 2007. — 96 с. ISBN 978-5-91281-007-7
  • Миловидов В. А. Все правила английского языка. — М.: АСТ: Астрель, 2009. — 256 с. ISBN 978-5-17-059333-0

Асăрхавсем

  1. ^ "Темиçе иртнĕ вăхăт" тени пулать. Анчах кунашкал глаголăн ятарлă аспектне, -кала, -келе аффикслине, калаççĕ (Чăваш чĕлхи. Энциклопеди словарĕ. Шупашкар, 2004. — 28 С., 49 С.

Каçăсем