Контент патне куҫ

Вирьял чӑвашсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Вирьял ҫинчен куҫарнӑ)
Вирьял чăвашсем
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ:

Чĕлхе чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи
Кĕрет  чăвашсем
Пулса кайни пӑлхарсем, сăварсем, вырӑнти фин укорсем[1][2]

Вирьял чăвашсем (Тури; Viryal çävаşsеm) — чӑваш халӑхӗн этнографи ушкӑнӗ.

Пурăнакан тăрăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чăваш Республикинчи этноссен картти.

Вирьял чӑвашсем пурӑнакан тӑрӑха: Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕмĕрле, Шупашкар, Трак, Вăрнар тата Етĕрне районӗсем кӗреҫҫӗ.

Вирьял тата анатри диалекчĕсен уйрăмлăхĕсем: фонетика енчен — [у] вырӑнне [о] сассине усă курни, пусăм йĕрки сăмахра тĕл пулакан [ă, ĕ] вăйсăр yçă сасăпа килĕшсе тăни; морфологи енчен — нумайлăха -сам/-сем аффикспа палăртни; пару ӳкĕмне -йа/-йе формантпа пĕлтерни; синтаксис тĕлĕшĕнчен — аналитика конструкцийĕ вăйлăрах аталанни.

Вирьял тени тура пурăнакан халăх çĕр-шывĕ тенине пĕлтерет. Вир сăмах паян кун чăваш чĕлхинче ирĕклĕ сăмах мар, архаика сăмахĕ шутланать. Унăн йĕрне çӳç вирелле тăрать фразеологизмра курма пулать: вирелле — эппин çӳлелле.

Вирьял диалекчĕ ватă çырулăх чĕлхи шутланнă (XVII — XIX ĕмĕрсенче). Иван Яковлев çyтлăxçăн малтанхи шухăшĕпе килĕшӳллĕн вирьял диалекчĕн те литература чĕлхи шайĕнчех аталанмалла пулнă. Литература чӗлхине диалектри пусӑм системи кӗнӗ.

Чăваш чĕлхин ытти диалекчĕсем: анатри, анат енчи (ку вӑхӑт таранччен хутăш калaçy тесе шутланнӑ). Чăваш диалекчĕсем пĕр-пĕрне çывăх тăрaççĕ. Пур тăрăхра пурăнакан чăваш та пĕр-пĕринпе çăмăллăнах хутшăнма пултарать.

Ку этнографи ушкӑнӗ Атӑл юхӑмӗн тури пайӗнче вырнаҫнӑран вӗсене те турисем тeççĕ. Çак ят пулса тухнине çaпла ăнлантарма пулать. Монголсем тапăнса киличчен чăвашсен икĕ тĕп этнографи ушкăн пулнă, анчах та ун чухне вĕсем Атăл юхнă тăрăхĕпе мар, сулахай тата сылтăм енĕпе вырнaçнипе, "тури" тата "хирти" ушкăнĕсене уйрăлса тăнă. XVIII ĕмĕрти Петр Паллас академикăн экспедицинче чăвашсен çaк икĕ ушкăнне палӑртнă ĕнтĕ.

Топонимика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш чĕлхин вирьял диалекчĕпе калаҫакан чăвашсем пурăнакан вырăнсенче çaрмӑс топонимики юлнă.

Вирьял чăвашсен йăлана кĕнĕ хĕр тумтирĕ.

Нина Гаген-Tорн[3] тата ур., хĕрарăм кĕпин пĕркевĕ вирьял чăвашĕсен те, тyçи çaрмӑссен те, пĕр пекех темелле.

Çăпатана вирьялсемпе тyçи çaрмӑссем пĕр пек тунă, анатрисемпе анат енчисем урăхларах тунă. Вирьялсем вăрăм хура пустав тăлана хулăммăн (финн-укорсем евĕрех) сырнă пулнă (Анат енчисем хура е шурă тăлапа çӳренĕ, анатрисем вара — шурă тăлапа кăна).

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чӑваш халӑхĕн этногенесӗ (выр.). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  2. ^ Tутарсем тата чăвашсем — пӗр йывӑҫ турачӗсем (выр.) (Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗ, 2021 ҫул). Тĕрĕсленĕ 25 Авӑн уйӑхӗн 2023.
  3. ^ Гаген-Торн Н. И. Женская одежда народов Поволжья. — Чебоксары, 1960.