«Çеçпĕл Мишшин тăван çĕршывĕ» мемориал комплексĕ
| «Çеçпĕл Мишшин тăван çĕршывĕ» мемориал комплексĕ | |
| Никĕсленĕ | 1960-мĕш çулсенче |
|---|---|
| Вырнаçнă | Чăваш Республики, Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ. |
| Сайт | Мемориал комплексĕн сайчĕ |
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
1960 Шаблон:Антропогеокарточкăсем/Пĕрлехи тĕрĕслевсем «Çеçпĕл Мишшин тăван çĕршывĕ» мемориал комплексĕ (выр. Мемориальный комплекс «Родина Михаила Сеспеля») — Çеçпĕл Мишши кун-çулĕпе пултарулăхне халалласа йĕркеленĕ музей комплексĕ, Чăваш наци музейĕн филиалĕ[1].
Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче вырнаçнă.
2001 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мемориал комплексне Чăваш наци музейĕ шутне кĕртнĕ.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Комплекс шутне поэтăн килĕ тăнă вырăнта Чул палăкĕ, пĕве; ялти библиотека, Культура çурчĕ, вăтам шкул çинчи поэта асăннă хăма; Çеçпĕл Мишши яч. парк, унтах поэтăн бюсчĕ, Çеçпĕл Мишши музейĕ.
Сăвăçăн тăван ялĕнчи музейне 1960-мĕш сулсенче шкулти класс-музейĕнчен пуçарса кайнă. 1972 çулчен музей экспоначĕсем ял канашĕн çуртĕнче упраннă, 1979 çулхи чӳк уйăхĕнче Мемориал комплексĕ хăйĕн килне тупнă.
Мĕнпур экспозици лаптăкĕ — 108 м2. Музейĕн тĕп ĕçĕ-пуçĕ – сăвăçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен материалсем пухасси, экскурсисене ирттересси.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çеçпĕл Мишши музейĕ, Шупашкар
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фото и описание: Мемориальный комплекс «Родина Михаила Сеспеля»
- «Çеçпĕл Мишшин тăван çĕршывĕ» мемориал комплексĕ 2019 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.