«Шупашкар 500 çулта» культурăпа кану паркĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

«Шупашкара 500 çул» культурăпа кану паркĕ Шупашкарта вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ - 87 га.

Паркра аттракционсем ĕçлеççĕ. Нумай пулмасть ăшăтнă лаша витипе сценăна туса пĕтернĕ, чечек йăранĕсене йĕркеленĕ, 12 сак лартнă. Ҫавăн пекех ролик тăркăчпа ярăнмалли, футбол вылямалли ятарлă лапам пур, суту-илӳ павильонĕ ĕçлет.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1969-мĕш çулта Шупашкар 500 çул тултарнă. Ҫак ятпа Чернышевски çырми патĕнче, Атăл сăрчĕ çинче парк йĕркелеме шут тытнă. 1974-мĕш çулхи акан 18-мĕшĕнче Шупашкар хулин ĕçтăвкомĕ культурăпа кану паркĕн генераллă планне тата проектне çирĕплетнĕ. Шупашкар 500 çул тултарнине халалланă парка 1978-мĕш çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче уçнă.

Нумай вăхăт хушши парк "Лакрей вăрманĕ" культурăпа кану паркĕн филиалĕ пулнă. 1987-мĕш çулăн кăрлач уйăхĕнчен пуçласа хăйне хăй тивĕçтерме пуçланă.

2017-меш сулхи аван уйахен 28-мешенче Шупашкар хула администрацийен пуслахе Ладыков йышаннипе «Шупашкар 500 çулта культурăпа кану паркĕ»

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]