Çăлтăрсем хушшинчи тавралăх
Çăлтăрсем хушшинчи тавралăх (ÇХТ) — галактикăри çăлтăрсем хушшинчи япалалăх тата уйсем. Тытăмĕ: çăлтăрсем хушшинчи газ, тусан (газ массинчен 1 %), çăлтăрсем хушшинчи электромагнитла уйсем, космос пайăркисем, çавăн пекех гипотезăлла тĕксĕм йăмлăх. Çăлтăрсем хушшинчи тавралăхăн химилле тытăмĕ — çăлтăрсенчи пĕрремĕшле нуклеосинтез тата нуклонсарла синтез продукчĕ. Çăлтăрсем мĕн пурнăçĕ тăршшĕпех çăлтăр çилĕ кăларса тараççĕ, унпа пĕрле çăлтăр атмосферинчи элементсем тавралăха таврăнаççĕ. Пурнăçĕ вĕçĕнче çăлтăр çинчен унăн йăлхахĕ татăлса ÿкет, çапла вара тавралăх нуклонсарла синтез продукчĕсемпе пуянланать.
Уçлăхра çăлтăрсем хушшинчи тавралăх еплерех валеçĕнни тривиаллĕ мар, Хушăк (бар) тата галактикăсен спираль пек çаннисем пек пĕтĕмĕшле галактикăлла тытăмсемсĕр пуçне, унта вĕрирех газпа хупланнă уйрăм сивĕ тата ăшă пĕлĕтсем те пур. ÇХТăн тĕп уйрăмлăхĕ — йăвăлăх çав тери пĕчĕккĕ пулни, кубла пĕр сантиметрта вăтамран 1000 атом çеç.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Freeview Video 'Chemistry of Interstellar Space' William Klemperer, Harvard University // A Royal Institution Discourse by the Vega Science Trust(акăлч.)
- The interstellar medium: an online tutorial 2021 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)