Çĕнĕ Çул (уяв)
Çĕнĕ çул умĕ | |
---|---|
Тĕс | {{{тĕс}}} |
Вăхăт | Григори календарĕпе çулăн пĕрремĕш кунĕ |
Уявлани | фейерверксем, çемье кĕрекисем |
Çыхăннă | Раштав, Çĕнĕ çул умĕ |
Çĕнĕ Çул — Çĕр çинчи нумай халăхсен уявĕ. Ăна йĕркеллĕ календарь тăрăх кивĕ çулăн юлашки талăкĕ çитес çулăн пĕрремĕш талăкне куçнă самантра палăртса ирттереççĕ.
Хальхи Çĕнĕ Çул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Григорий календарĕ тăрăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр çинчи нумай çĕршывсен çыннисем Çĕнĕ Çула кăрлачăн 1-мĕшĕнче савăнса уявлаççĕ.
Еврейсен Çĕнĕ Çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп статья: Рош Ха-Шана. Еврейсем Рош-Ха-Шана (ראש השנה) — (çул пуçĕ) Песах хыççăн 163 кун иртсен (авăн, 5 — юпа, 5 хушшинчи пĕр кунĕнче) уявлаççĕ. Çак вунă кун хушшиче каçару ыйтса кĕл тăваççĕ. Тепĕр вунă кунĕсене «тшува кунĕсем» («таврăнни» — Турă патне таврăнни ĕнтĕ) теççĕ. Вĕсене татах «каçару кунĕсем» е «хумхану кунĕсем» те теççĕ. Рош-Ха -Шана чухне çыннăн шăпи пĕр çул малалла палăрăнса çырăнать. Уявăн пĕрремĕш каçĕнче еврейсем пĕр-пĕрне çапла саламлаççĕ: «Пурнăç Кĕнекинче сирĕн лайăх çырăнмаллла пултăр!». Еврейсем ун чухне шурă тумтирсем тăхăнаççĕ. Уявланă чух халана е панулмие пыл пуçса çиеççĕ.
Китайсен Çĕнĕ Çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Китайра Çĕнĕ Çула хĕллехи уйăх çĕнелнĕ тĕле ирттереççĕ. Григориан календарĕпе çак кун кăрлач, 21пе нарăс, 21 хушшине лекет. Кашни çула 12 чĕрчунран пĕрипе тата 5 элементран пĕрипе çыхăнтараççĕ. Çĕнĕ Çулăн пĕрремĕш кунĕнче фейерверксене, тутлă шăршă çунтараççĕ. Фейерверксем усал (дух)сене хăратса хăваласа яраççĕ
Бахайсен Çĕнĕ Çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бахайсен тĕнĕ йĕркипе Çĕнĕ Çула (Навруза) çуркуннехи каçпа кун танлашсан уявлаççĕ.
Бенгалсен Çĕнĕ Çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ака, 14 — Бенгалсен Çĕнĕ Çулĕ (Бангладеш).
Чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕплĕнрех Мăнкун статьяна вулăр.
Христос тĕнне йышиниччен чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ Мăнкун уявĕнче пуçланнă. Вăл хальхи пуш уйăхĕн 25-мĕшне лекет. Сĕрен, вирĕм ирттерсе киле вут урлă сиксе тасалса килнĕ хыççăн пысăк уяв ирттернĕ. Хĕрлĕ çăмарта пĕçернĕ, чăкăт, пашалу-кулач, пăтă, кукăль хатĕрленĕ. Сăра кăларса ăратри тăвансемпе ĕçкĕ ирттернĕ.
Мăнкунра кунпа çĕр танлашнă хыççăн кун таршшĕ ӳсме, çĕр катăлма пуçланă.
Вырăссен Çĕнĕ Çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пиротехникă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕнĕ Çула уявланă чух тĕрлĕ тĕслĕ пиротехникă фейерверкĕсене çунтараççĕ: хлопушкăсене, бенгал çуртисене, пĕрре е нумай залпăллă салютсене, ракетăсене, рим çуртисене, петардăсене. Çаплах, пиротехникăна усă курнă чухне асăрхануллă пулмалла, уяв вăхăтĕнче çынсем вут-кăвайта кĕреççĕ, хăйсене амантаççĕ (ӳте пĕçертни, контузи, ал-урана сарăмсăр татăлтараççĕ), çавăнпа çĕнĕ çул каçĕ травмăллăх енчен çав тери йывăрри шутланать.
Тĕрлĕ çĕрсенчи йăласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Италире Çĕнĕ Çул умĕн кивĕ усăран тухнă япаласене кăларса пăрахаççĕ, Раштавра вара раштав пуленкине çунтарса яраççĕ.
- Японире Çĕнĕ Çул каçĕнче 108 хут чана çапаççĕ. Кашни чан сассийĕ пĕр çылăха лекет. Çылăхесен шучĕ улттă: çăткăнлăх, ухмахлăх, усаллăх, çăмăлтайлăх, хăюсăрлăх, ăмсанăлăх, çаплах кашнин 18 тĕрлĕ тĕсĕ пур, пурĕпе ĕнтĕ 108 чан çаппипе килĕшĕнет.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет тапхăрĕнчи çĕнĕ çул саламĕсем
- Ирония судьбы, или С лёгким паром! (фильм)
- Раштав чăрăшки
- Çĕнçул чăрăшки
- Чăрăш ерешĕсем
- Халăха Çĕнĕ Çулпа саламлани
- Хĕл Мучи
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕнĕ Çул (уяв) Викиампарта? |
- Совет тапхăрĕнчи çĕнĕ çул саламĕсем 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Уяв пуçланса кайни çинчен. Çĕнĕ Çул чăрăшĕ. Хĕл Мучи. 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.