Çĕнтерейми армада
Çĕнтерейми армада (исп. Armada Invencible) ĕ Аслă та Чи чаплă армада (исп. Grande y Felicísima Armada) — анкăл-испан вăрçи вăхăтĕнче (1585-1604), (130 карапа яхăн), 1586-1588 çç. Испани Англине хирĕç тапăнса кĕме пуçтарнă пысăк тинĕс çарĕ. 1588 çулхи çу-авăн уйăхĕсенче Медина-Сидони герцогĕ Алонсо Перес де Гусман артсе пынă армада харçи пулса иртнĕ.
Çĕнтерейми армадана анкăл-голлан Чарльз Говард ертсе пынă тинĕс çарĕ аркатнă, 2 икĕ эрне патне пынă çапăçусем Гравелин çапăçĕпĕпе вĕçленнĕ. Вĕсенче «Елизавета пирачĕсем» палăрнă, вĕсенчен чи палли — Фрэнсис Дрейк.
Вăрçă кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуншар çул хушши анкăл приватирĕсем испан карапĕсем çине тапăнса çаратнă. Çапла, 1582 çулта çех Испани çухатăвĕсем 1 900 000 дукат ытла пулнă. Унсăр пуçне, Англи патши Елизавета I голландсем испан хуçаланăвне хирĕç тухнă пăлхавĕпе пĕр майлă пулнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Стенюи Р. Сокровища Непобедимой армады. — М.: Мысль, 1979. — 168 с. — 100 000 экз.
- Альтамира-и-Кревеа Р. Политическая гегемония Испании и её упадок. Австрийский дом // История Испании / Сокр. пер. с исп. Е. А. Вадковской и О. М. Гармсен. Под ред. С. Д. Сказкина и Я. М. Света. — М.: Издательство иностранной литературы, 1951. — Т. 2. — 359 с.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕнтерейми армада Викиампарта? |