Контент патне куҫ

Çĕр вăрлани

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çĕр вăрлани — чăвашăн авалхи йăли. Ăна çавăн пекех çĕр туйĕ теççĕ. Ун евĕрлех шыв вăрлани, шыв туйĕ ирттереççĕ.

Ку йăлана çанталăк типпе кайсан тăваççĕ. Чăвашсем ĕлĕк ĕненнĕ тăрăх, ытти çĕртен çĕр е шыв вăрласа килсен вĕсен патĕнчи çĕр те çавнашкалах тулăхлă пулĕ тесе шутланă.

Ку йăлана ирттерме шутланă ялта каччăна суйлаççĕ. Ытларах чухне тăлăха суйлаççĕ, унăн кайран авланма урăх юрамасть.

Йĕкĕтĕн çĕре качча илме тивет. Çĕрне аякри ялта суйлаççĕ — вăл вырăн тулăхлă пулмалла (шыв вăрланă чухне — çăлĕ тулли пулмалла). Вăл вырăнти çынсене систермесĕр ирттереççĕ — çĕре вăрласа кайнă хыççăн унти çĕр хăйĕн тулăхлăхне çухатать тесе ĕненнĕ. Çавна пулах ĕнтĕ, инçетри çынсем пĕлесрен каччăн ятне те каламан — лешĕсем килсе вĕлерсе кайма пултарнă. Хăрушă ĕç пулнăран малашне каччăна ял тăрантарса пурăнмалла пулнă.

Ку йăла хăрушшисен шутне кĕрет. Çавна шута илсе ют ял çыннисем яла вĕрентмелле çунтарса яма та пултарнă — ун хыççăн хура юпа лартса хăварнă тет. Ку — асăрхаттару пулнă: ку ĕçпе урăх ан аппаланăр, тенине пĕлтернĕ.

Çапла май авланнă каччă нумай пурăнайман тет — çав-çавах, вăхăт иртсен, ун ятне ют ял çыннисем пĕлнĕ. Унсăр пуçне çĕре качча илнĕ хыççăн вĕсен пĕрле пулмалла тесе ял çыннисем те ăна вĕлерсе шăтăка чикме пултарнă.

Литературăра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак йăла пирки Хветĕр Уярăн «Таната» («Шурча таврашĕнче» ярăм) тата Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» (шыв туйĕ) романĕсенче вулама пулать.