Илпек Микулай
Илпек Микулай | |
Çуралнă вăхăт: | Çу, 19, 1915 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Чĕмпĕр кĕперни, Шăмăршă районĕ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ |
Вилнĕ вăхăт: | Çу, 12, 1981 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР |
Гражданлăх: |
![]() ![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçи, тăлмачĕ |
Жанр: | проза, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Парнесем: | Чăваш халăх çыравçи (1970) |
Чыславсем: |
![]() ![]() ![]() |
Илпек Микулайĕ (паспортри ячĕ Ильбеков Николай Филлипович, 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР) — 1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш прозăçи, тăлмачĕ.
1948 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1970 çулта Чăваш АССР халăх çыравçи ятне тивĕçнĕ.
Вăрçăра Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1915 çулхи çу уйăхĕн 19 Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă.
Патăрьелри педтехникумĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.
Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă, дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă. Çартан таврăнсан чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ пулнă.
1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Сăвă-калав çырма Шупашкар педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне пуçланă. Çирĕме яхăн кĕнеке тухнă. Чи сулмакли — икĕ томлă «Хура çакăр» роман. Ăна вырăс, болгар тата ытти чĕлхесене те куçарнă.
Ильпек Микулай чăвашла Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов çырнисене куçарнă.
Çавăн пекех Петĕр Хусанкай, Çемен Элкер, В. Митта тата ытти çыравçăсен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Куçукпа чĕрĕп» (1948);
- «Эпир совет салтакĕсем]]);
- «Тăватă кун» (1955);
- «Новеллăсем» (1957);
- «Кăмпара» (1960);
- «Сурпан» (1964);
- «Тимĕр» (1971);
- «Вăрçăпа çĕнтерӳ» (1973);
- «Хура çăкăр» (1-мĕш кĕнеки 1958, 2-мĕш — 1961, вырăсла — 1961, 1982, 2004);
Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Тăлмачсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш халăх çыравçисем
- Раççей тăлмачĕсем
- СССР тăлмачĕсем
- СССР çыравçисем