Çар
Курӑнакан калӑплав
Çар (фр. armée /армэ́/ - этимон: armer, s'armer — хĕçпăшаллан).
Терминăн темиçĕ ăнланăвĕ пур:
- Ансат ăнланăвра — темиçе корпус, дивизирен тăракан оперативлă çар пĕрлешĕвĕ; хĕçпăшаллă вăйсен виçи.
- Патшалăхăн типçĕр хĕçпăшаллă вăйĕсем (ахаллĕн хĕçпăшаллă вăйсен тĕп тĕсĕ).
- Пĕтĕмĕшле усă курнă ăнланăвра — патшалăхăн типçĕр, тинĕс-çар, сывлăш-вăрçă тата урăх хĕçпăшаланнă вăйĕсем пĕтĕмпе, тепĕр сăмахсемпе, унăн хĕçпăшаллă вăйĕсем.
Çар чăмăртăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тип çĕр вăйĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уйрăм чух çар тесе типçĕр çинче çапăçма пуçтарса хатĕрленĕ хĕçпăшаллă çарсене асăнаççĕ. Кун чух Çар йĕрке тытăмĕпе флотран (тинĕс-çар вăйĕсем, ТÇВ е ТÇФ) авиацирен (сывлăш-çăр вăйĕсем, СÇВ) уйрăм шутланать. Тĕслĕхрен, АПШ çарĕ АПШ хĕçпăшаллă вăйĕсен шутĕнчи типçĕр çарĕ пулса тăрать.
Хĕçпăшаллă вăйсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕтĕмĕшле хĕçпăшаллă вăйсем тесе патшалăхăн çапăçусенче кĕрешекен тата вăрçă тапхăрĕнчи урăх ĕçсене тăвакан е никама пăхăнманлаха тулашри хăрушлăхран хӳтĕлекен пур хĕçпăшалланнă вăйĕсене палăртаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççей Федерацийĕн хĕçпăшаллă вăйĕсем
- Типçĕр çарĕсем
- Авангард
- Çар техники
- Вăрçă
- Хĕçпăшаллă вăйсен тытăмĕ
- Вăрçă ĕçĕ (кăларăм)
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |