Çул капланчăкĕ
Курӑнакан калӑплав
Çул капланчăкĕ, е автомобиль пăкки — çул çинче транспорт хатĕрĕсен капланăвĕ. Çул çинче транспорт хатĕрĕсен куçарулăхĕ тулса ларсан пăкăсем пулса тухаççĕ. Транспорт юхăмĕ тачăланать, автомобильсем хушшинчи интервал кĕскеленет, водительсем хăвăртлăха хăрушлă мар таран чакараççĕ.
Çулăн куçарулăхĕ 5-20 хут чакать. Автомобиль юхăмĕ пайланса кайсан капланчăк сапаланса каять.
Раççей правинче палăртăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]РФ хальхи Çул çинчи куçăм йĕркинче тӳррĕн «капланчăк» тата «пăкă» палăртăвсене ăнлантарса паман.
Капланчăксен тупсăмĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ырă мар çанталăкра (тĕтре, çумăр, пăр çапни, юр, пăрлăк) курăмлăх чакнипе транспорт хатĕрĕсене тытса пыма йывăрри хăвăртлăха чакарать.
- Çул-транспорт инкекĕ (ДТП);
- Транспорт хатĕрĕсем тата çуран çынсем çул çинчи куçам йĕркине пăхăнманни;
- Çул çинчи ĕçсем;
- Çулсене лайăх тытса тăманни (шатăксем, лакăмсем);
- Тăратмалли вырăн çукки, тăмалли йĕркене пăсни;
- Аварисем тата автомобильсен техника тăрамĕ юрăхлă марри;
- Маятник евĕр миграци, т.с. çул эрешĕпе транспорт юхăмĕсем пĕр-пĕринпе татăçуллă пулманни.
- Нумай шайлă уйăракан çулсем çукки;
- Çулсене ансăрлатни (5 ярăм 2 е 3 ярăма куçни, çак вара автомобилистсене мăран хăвăртлăхпа пыма хистет).
Капланчăксен математика моделĕпе çак каçăпа Симулятор дорожного движения (вырăсла куçарнă) 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. паллашма пулать.
Капланчăксен начар хӳрисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вăхăта çухатни. Водительсем (тăтăшах пассажирсем те) пăкăра ĕçлеме те, канма та пултараймаççĕ.
- Çул çинче чарăнусем. Çынсем ĕçе, вĕренĕве кая юлса çитеççĕ, экономикăна тăкак кӳреççĕ.
- Бензин нумай пĕтет.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Заторология» (çул капланчăкĕсем, весен сăлтавĕсем тата вĕсемпе епле кĕрешмелли мелсем пирне канашлу) 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çул пăккисем. Автомобиль пăккисем — йывăрлăха уçса памалли меслетсем 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çул çинчи куçăм симуляторĕ 2010 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çул çинчи куçăм симуляторĕ (вырăсла куçарни) 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Перерасход топлива при езде в «пробках» 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Россия на пороге транспортного коллапса