Çул палли
Çул палли — палăртнă хыпара çул куçăмне хутшăнакансене пĕлтерме çул умĕнче лартнă — çул куçăмĕн хăрушсăрлăх техника хатĕрлĕхĕ, стандартланă графика ӳкерчĕкĕ.
2006 çулхи кăрлач, 1 Раççейре çул светофорĕсемпе йĕрлевĕ паллисен çĕнĕ стандарчĕсене ĕçе кĕртнĕ. Çулсем çинче, çакна пула, 24 çĕнĕ тата 18 улăштарнă паллă пулса тухнă. Вĕсем пурĕ те ПНО çул паллисемпе сигналĕсен конвенципе, çаплах европа стандарчĕсемпе татăçуллă ĕçлеççĕ.
Классификаци[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çул паллисем саккăр категорине пайланаççĕ:[1]
- А уйрăмĕ: Асăрхаттару паллисем. Виç кĕтеслĕ ĕлкĕллĕ. Фон — шурă, ӳкерчĕксем — хура. Хĕрлĕ окантовка. Çул куçăмне хутшăнакансене хăрушлăхсем пирки асăрхаттарать.
- B уйрăмĕ: Малтан куçмалли ирĕк паллисем. Пĕр-пĕрне каçса кайнă çул-йĕрпе хĕсĕк вырăнта усă кураççĕ. Тĕрлĕ ĕлкĕллĕ пулаççĕ.
- C уйрăмĕ: Чаракан тата кăштах чаракан паллăсем. Ĕлки — çавраллă, фон — шурă тĕслĕ, ӳкерчĕксем — хура тĕслĕ. Хăш пĕр ĕçсене тума чараççĕ (тĕслĕхрен, каялла çаврăнма); хăш пĕр транспорт хатĕрĕсене куçма чараççĕ (тĕслĕхрен, тракторсене куçма чараççĕ)
- D уйрăмĕ: Тума хушакан ятарлă паллăсем. Ĕлки — çавра, фон — кăвак, ӳкерчĕксем — шурă. Çул куçăмне хутшăнакансене тĕрлĕ ĕç тума, хушаççĕ, тĕслĕхрен пăрăнчăк тĕлне кăтартаççĕ.
- E уйрăмĕ: Тума хушакан ятарлă паллăсем
- F уйрăмĕ: Хыпар паллисем, объект тата сервис паллисем. Çул куçăмне хутшăнакансене çул пахалăхне, куçăмăн ярăмĕсем тата ытти пирки те пĕлтереççĕ. Çак паллăсем шутне тĕлĕ тата хушă кăтартăвĕсем, километр паллисем, хула тата юханшыв ячĕсен паллисем кĕреççĕ. Ĕлки — тăваткал е тӳрĕ кĕтеслĕх, фон тĕсĕ яланхилле кăвак (сайра — симĕс), ӳкерчĕксем яланхилле шурă тĕслĕ. Çул куçăмне хутшăнакансене тĕрлĕ пулăшу ĕçĕ: автозаправка станцисем, хăна çурчĕсем, кемпингсем пирки пĕлтереççĕ. Ĕлки — тӳрĕ кĕтеслĕ, фон тĕсĕ — шурă, ӳкерчĕксен тĕсĕ — хура, окантовка кăвак.
- G уйрăмĕ: Тĕлĕ кăтартăвĕсем тата хыпар-кăтарту паллисем
- H уйрăмĕ: Хушма табличкăсем Малтанхи категорисенчи паллăсемшĕн хушма шутланаççĕ, уйрăммăн усă курмаççĕ. Тĕп паллăсен ĕçĕсене вăхăтпа тĕрĕслетсе кăтартаççĕ (тĕслĕхрен, ĕç кунĕсенче кăна) е вĕсене транспорт хатĕрĕсен хăш категоришĕн çеç палăртаççĕ (тĕслĕхрен, грузовиксем валли кăна), е урăх хушма хыпар параççĕ. Ĕлки — тӳрĕ кĕтеслĕ, фонĕ — шурă тĕслĕ, ӳкерчĕксем — хура тĕслĕ, окантовка — хура.
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Çул паллисемпе сигналĕсен Вена конвенцийĕ
- Паллă шрифчĕсен ят-йышĕ
- Раççей çул паллисем
- Япала турттарулĕхĕпе ÇАПУ çар классификацийĕ
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Çул паллисемн конвенцийĕ(ĕçлемен каçă) United Nations Economic Commission сайтĕнче
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Çул палли Викиампарта? |
---|