Контент патне куҫ

Абулхаир

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Абулхаир сăнĕ почта марки çинче

Абулхаир, — Кĕçĕн шус ханĕ. 1693-1748 çулсенче пурăннă. Кĕçĕн шус астулĕ çине 1718 çулта ларнă.

Абулхаир астул çинче ларни вăхăчĕ 1643—1743 çулсенче казахсем джунгарсемпе çапăçнă вăхăта килнĕ. Тăшмана çĕнтерес тесе вăл виçĕ шуса пĕрлештерме тăрăшнă. Анчах та султанăн кĕçĕн тăванĕсенчен пулнăран ăна вăл вырăна лартасшăн пулман.

1722 çулта Джунгари Китайпа килĕшӳ тăвать те казахсем çине вăйлăрах тапăнма пуçлать.

1730-мĕш çулта Абулхаир Ĕпхӳне хăйĕн элчисене ярать, хăйне пăхăнакан йăхсемпе халăхсене Раççей шутне йышăнма ыйтать. 1731 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Инна император майри Кĕçĕн шус Раççей шутне кĕме пуçлани çинчен хут кăларать. 1731 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Кĕçĕнпе Вăтам шуссен ертӳçисен курултайĕ иртнĕ. Абулхаирпа Тевкелев А.И. элчĕ вĕсене Раççей империне пăхăнма пуçлани лайăх пулни çинчен каласа панă. Абулхаир, Богенбай, Есет, Хутайнасар мăрса тата ытти 27 вырăнти пуçлăхсем Коранпа император майрине пăхăнма пуçлани пирки пĕлтернĕ. Çакăнтан вара казахсен çĕрĕсем Раççей империйĕпе пĕрлешме пуçланă.

1748 çулхи çурла уйăхĕнче Абулхаир Барак султанпа тĕл пулать. Çапăçу тухнă вăхăтра Барак Абулхаира вĕлернĕ.