Адриатика тинĕсĕ
Адриатика тинĕсĕ | |
![]() | |
Вырнаçăвĕ | Вăтаçĕр тинĕсĕ |
---|---|
Лаптăк | 144000 км² |
Координатсем: 4°46′33″ с. ш. 15°25′34″ в. д. / 4.7758° с. ш. 15.4261° в. д. (G) (O) (Я)
Адриатика тинĕсĕ (итал. Mare Adriatico) — Апеннин тата Балкан çурутравĕсем хушшинчи Вăтаçĕр тинĕсĕн пайĕ.
Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Итали, Словени, Хорвати, Черногори, Албани çĕршывсен çыранĕсене хумĕсемпе çапăнать. Кăнтăр енче Отранто тинĕс пырĕпе Ионик тинĕсĕпе çыхăнать. Адриатика тинĕсĕн лаптăкĕ — 144 пин çм2, чи тарăнни — 1230 м. Анăç çыранĕсем çӳллĕ мар, тухăç çыранĕсем — туллă-сăртлă. Тухăç çыранĕ патĕнче Далмаци утравĕсем вырнаçнă. Пысăк заливĕсем — Венеци тата Триест. Шыв температури 24 — 26 °С çурлара, 7 — 13 °С нарăсра. Шыв тăварри — 35 — 38 ‰. Шыв юхăмĕсем пĕрпек мар, çурталăклăскерсем (1,2 м таранччен).
Порчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Триест, Венеци, Бари — (Итали)
- Риека, Сплит, Дубровник (Хорвати).
- Котор (Черногори)
- Дуррес, Влёра (Албани)
Тинĕс çыранĕнчи паллă курорчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Атлантика океанĕн тинĕсĕсем |
||
---|---|---|
Евразин шалти тинĕсĕсем | ||
Вăтаçĕр тинĕсĕ | ||
Европăн çурçĕрĕпе тата хĕвеланăçĕнче вырнаçнисем | ||
Америкăри тинĕссем | ||
Антарктикăри тинĕссем |
Адриатика тинĕсĕн çĕршывĕсем |
---|
Албани | Босни тата Герцеговина | Итали | Словени | Хорвати | Черногори | |