Контент патне куҫ

Азербайджанри вĕренӳ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Азербайджанри пĕлӳлĕх ҫинчен куҫарнӑ)

Азербайджанти вĕрентӳ. 2004—2008 çç. Азербайджанта вĕрентӳ тĕлĕшпе хăшпĕр çитĕнӳсем тунă тесе шутлаççĕ. Патшалăх тăкакĕсем тĕлĕшпе вăл çар (оборона) хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăнă. 2009-мĕш çулта асăннă тăкаксем 1 миллиард манатпа (СШАн 1,25 миллиардов долларĕ) танлашнă. 4 çул хушшинче 1200 çĕнĕ шкул хута кайнă, çĕр-çĕр кивĕ шкула юсанă.

Азербайджанти Пĕлӳ кунĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Азербайджан Президенчĕ Ильхам Алиев 2004-мĕш çулта (август,21) хăйĕн Указĕпе çакăн пек йышăну тунă.

  1. мĕнпур вĕренӳ йĕркелĕмĕсенче верентӳ процесĕ сентябрĕн 15-мĕшĕнче пуçланать.
  2. Сентябрĕн 15-мĕшне "Пĕлӳ кунĕ" тесе палартмалла.
  3. 2004/2005 вĕренӳ çулĕнчен Азербайджанри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан шкулсен I—IV-мĕш класĕсенче пилĕк кунлă вĕрентӳ эрни туса хурас.
  4. Азербайджанăн Вĕрентӳ министрлăхне ултă уйăх хушшинче ытти пурнăçлав органĕсемпе пĕрле Азербайджан Президенчĕ валли сĕнӳсем хатĕрлеме хушас.
  5. Министрсен Кабинетне çак Указран тухса тăракан ĕçсене пурнаçлама хушас.

Азербайджанти вĕрентӳ тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Шкулчченхи витерев
  • Пĕтĕмĕшле вĕрентӳ
  • Ятарлă вĕрентев
  • Диплом хыççăнхи хатĕрлев
  • Магистратура
  • Докторантура
  • Шкул тулашĕнчи вĕренӳ тата витерев
  • Ирĕклĕ вĕрентӳ
  • Кадрсене тата квалификацисене хатĕрлесси

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]