Александр Дольский

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александр Дольский
Тулли ят Александр Александрович Дольский
Çуралнă вăхăт 1938 çĕртмен 7-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Екатеринбург, СССР
Патшалăх ССРП РФ
Профессисем Автор, юрăç, актёр
Инструментсем Гитара
Жанрсем Автор юрри
http://www.dolsky.ru

Алекса́ндр Алекса́ндрович До́льский (1938 çулхи çĕртмен 7-мĕшĕ, Свердловск (халĕ — Екатеринбург)) — сăвăç, гитарист, автор-юрăç, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ. Драматургсен Пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкул хыççăн "Уралэлектроаппарат" савутĕнче инструментсен слесарĕ пулса ĕçленĕ (1956-1957). Урал политехника институчĕн çурт-йĕр тăвам уйрăмĕнчен пĕлӳ илсен (1963) экономика инженерĕ уйрăмĕн аспирантуринче вĕренсе тухнă. Унсăр пуçне çав çулах кĕвĕ вĕрентĕшĕн гитара класне ăнăçлă вĕçленĕ. 50-мĕш çулсенче эстрада артисчĕсен вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш ăмăртăвне хутшăнса 2-мĕш вырăна йышăннă.

1975-мĕш çулта Ленин хулине пурăнма куçнă. Хулана туса ӳстерекен Ăслăхпа Тĕпчев Институтĕнче ĕçленĕ. 1979-мĕш çулхи кĕркуннерен Ленин хулин миниатюра театрĕнче актёр пулса ĕçленĕ, тепĕр çулта вара эстрада солисчĕ пулса тăнă. Пĕтĕм Союзри эстрада артисчĕсен 6-мĕш ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех хăйĕн сăввисем çине юрăсем çырма пуçланă. "Аслă ывăл", "Пятницкий урамĕнчи трактир" кинохăюсем валли юрăсем çырнă. "Ленфильм" киностуди ӳкернĕ кинохăюсенче вылянă: "Сăваплисем марша тухсан", "Çĕнĕ Шехерезада", "Пĕлменнипе выляни". Унăн француз, акăлчан. американ тата раççей сăвăçисен хайлавĕсем çине кĕвĕ хунă юрăсем те пур. Юратнă ĕçĕ — тĕслĕ сăрă ӳнерĕвĕ.
Сăваплă-Петĕрхулинче ĕçлесе пурăнать.

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1979 — «Старинные часы»
  • 1980 — «Звезда на ладони»
  • 1981 — «Государство синих глаз»
  • 1983 — «Ленинградские акварели»
  • 1985 — «Тёплые звёзды»
  • 1987 — «Прощай, XX век»
  • 1987 — «Пейзаж в раме»
  • 1988 — «Оглянись не во гневе»
  • 1991 — «Музыка над моей головой»
  • 1991 — «На круги своя»
  • 1991 — «Тайная вечеря»
  • 2000 — «Российские барды. А. Дольский»

Çаплах компакт-дисксем:

  • 1995 — «Возвращение в Петербург»
  • 1995 — «Звезда на ладони»
  • 1996 — «Ангел-хранитель»
  • 1996 — «Недострелянная птица»
  • 1997 — «Туманы и дожди»
  • 1997 — «Русский вопрос»
  • 1997 — «Трава и ветер»
  • «Старинные часы»
  • «Государство синих глаз»
  • «Ленинградские акварели»
  • «Теплые звезды»
  • «Прощай, XX век»
  • «Оглянись не во гневе»
  • «Пейзаж в раме»
  • «Музыка над моей головой»
  • «На круги своя»
  • «Тайная вечеря»

«1-мĕш Алкоголь альбомĕ» (магнитоальбом, 1982)

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1971 — «Кочующий фронт» (Свердловск к/с) — эпизод
  • 1979 — «Прощание с осенью» (мусăк телефильмĕ, Ленфильм) — юрăсем
  • 1987—1988 — «Игра с неизвестным» (документлă, к/с им. Довженко)
  • 1988 — «Два часа с бардами» (документлă, Мосфильм)
  • 1990 — «Когда святые маршируют» (Ленфильм) — Виктор Иванович Кротов, лавккари грузчик
  • 1990 — «Новая Шахерезада» (Ленфильм) — Сергей Алексеевич Воронцов, кӳршĕ
  • 2007 — «Монологи на фоне красного кирпича(ĕçлемен каçă), или 20 лет спустя» (документалă, «Киностудия ПС» (Санкт-Петербург))

Кĕнекесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Пока живёшь». Библиотечка журнала «Огонёк», 1988
  • «Каменные песни». Художественная литература. Ленинградское отделение, 1990
  • «Синий автопортрет». 1991
  • «Четыре ангела». Харьков, 1991
  • «Благословение». 1993
  • «Я пришёл дать вам выпить, или Как я был Александром IV». 1994
  • «Песни Одиссея». Санкт-Петербург, 1998
  • «Свет небес». 1998
  • «Летейское вино». 1999
  • «Сонеты». Санкт-Петербург, 1999
  • «Александр Дольский. Сочинения. Стихотворения». Локид-Пресс, серия «Голоса. Век XX», 2001
  • «Беседы с Иисусом». Агентство «РДК — принт», 2001
  • «Сонеты». Санкт-Петербург, 2002
  • «Венки сонетов». Санкт-Петербург, 2003
  • Роман в стихах «Анна» (2005)

Парнесемпе чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ (1989)
  • Булат Окуджава ячĕллĕ парне лауреачĕ (2002)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Шаблон:Статьясенчи çеç категори