Амальрик Леонид Алексеевич
Амальрик Леонид Алексеевич, — мультипликаци фильмĕсен режиссёрĕ. 1905 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. 1997 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускаврах вилнĕ.
1965 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1925 çулта Патшалăх кинематографи техникумне веренме кĕнĕ. 1928 çулта ăна художник-декоратор пулса пĕтернĕ. 1926 çултанпа «Межрабпом-Русь» малтан декоратора пулăшаканĕ, кайран мультипликатор пулса ĕçленĕ.
1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «Межрабпомфильм» киностудине куçать. Ӳкернĕ «Блэк энд уайт» (1932) картинăра ăна режиссёр тата художник тесе пĕрремеш хут титрсенче паллă тунă (И.П. Иванов-Ванопа пĕрле). 1930-мĕш çулсен варринче Мускаври чи паллă мультипликатор пулса тăрать.
1936 çулта тин çеç никĕсленнĕ «Союзмультфильм» киностудине куçать.
1971 çулта «Терем-теремок» лентăна ӳкернĕ хыççăн кинора ĕçлеме пăрахать.
Леонид Амальрикĕн нумайĕш лентисене ӳкернĕ çĕрте унăн арăмĕ, Надежда Михайловна Привалова, пулăшнă.