Аманчăксем
| Аманчăксем | |
| Подранксем | |
| Жанр | драма |
|---|---|
| Режиссёр | Николай Губенко |
| Сценари авторĕ |
Николай Губенко |
| Тĕп рольсенче |
Юозас Будрайтис, Георгий Бурков, Александр Калягин |
| Оператор | Александр Княжинский |
| Композитор | Владислав Панченко |
| Кинокомпани | Мосфильм |
| Патшалăх |
|
| Çул | 1976 |
| IMDb | ID 0075079 |
Аманчăксем (выр. Подранки) — Мосфильм киностудире Николай Губенко режиссёр 1976 çулта ӳкернĕ совет мусăк илемлĕ камичĕ.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эпиграф вырăнне Александр Твардовскин сăмахĕсене çырнă:
| Дети и война — нет более ужасного сближения противоположных вещей на свете |
Алексей Бартенев çыравçă ачалăх иртнĕ хулана таврăнать. Ашшĕпе амăшĕ вăрçа вăхăтĕнче вилнĕрен (пĕр çулталăка çитичченех ашшĕ фронтра пуçне хунă, амăшĕ çакăннă) вăл ача-пăча çуртĕнче ӳснĕ.
Алексей хăйĕн икĕ пиччĕшне тупасшăн, вăл вĕсене пачах астумасть. Адреспе тăванĕсен шăпи пирки хыпара архивре тупать. Наташа аппăшĕ 1947 çулта çере кĕнĕ. Пиччĕшĕсене тĕрлĕ килйышра çитĕнтернĕ. Асли — Сергей Погарцев — рецидивист-пуçилевçĕ, тĕлпулнă чухне виççĕмĕш хут тĕрмере ларать. Денис Кускова, вăтаммине, парти функционерĕ усрава илнĕ, вăл вара ырлăх курса çитĕннĕ.
Тĕп персонажăн ачалăхĕн тапхăрне кĕске сюжетсемпе çеç кăтартнă, вĕсенче вăрçă хыççăнхи Одессăри кулленхи йывăр пурнăçа кăтартнă. Алёша, чĕлхесĕр пек курнăçланса çапкаланчăк ачасен шайкипе тата Наташа аппăшĕпе вăрланă патефона çăкăр татки çине улăштарасшăн. Тепĕртакран, чăх йăтнă хĕрарăма йĕрлесе туртса илесшĕн пулать. Алёша балкон урлă хваттере лекет. Пускил-милиционер çакна курать те арçын ачана тытать.
Фильм вĕçĕнче Геннадий Шпаликов хайланă (хăшпĕр купюрăпа) «По несчастью или к счастью…» сăвă илтĕнет[1]
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юозас Будрайтис — Алексей Бартенев, сăвăçă тата прозăçă (Николай Губенко калаçать)
- Георгий Бурков — Сергей Николаевич Погарцев, пиччĕшĕ
- Александр Калягин — Денис Николаевич Кусков, архитектор, вăтамми
- Алёша Черствов — Алёша Бартенев
- Жанна Болотова — Алла Константиновна, биологие вĕрентекен
- Ролан Быков — Владимир Громов, военрук
- Николай Губенко — Григорий Альбертович Криворучко, интернатри ăспаравçă
- Наталья Гундарева — Тася
- Евгений Евстигнеев — интернатри хуралçă-хутавçă
- Зоя Евсеева — Валька Ганьдин воспитанник
- Эльза Леждей — Денисăн усрав амăшĕ
- Бухути Закариадзе — интернат директорĕ
- Пантелеймон Крымов — Сергей Макарович, литература вĕрентӳçи (Андрей Попов калаçать)
- Виктор Филиппов — милиционер, Фрося кӳрши
- Валентина Березуцкая — Валюша, приютри няня
- Даниил Нетребин — Даня, ача-пăча приёмникĕнчи няня
- Георгий Кавтарадзе — физкультура вĕрентӳçи
- Людмила Шагалова — Нина Григорьевна, шлепке тăхăннă ăспаравçă
- Михаил Херхеулидзе — старьёвщик
- Николай Волков — Коля пичче (Николай Степанович), Алёшăн усрав ашшĕ
- Дмитрий Бессонов — Вадим Федотович ăспаравçă
Ӳнерлекен ушкăн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сценарист: Николай Губенко
- Режиссёр: Николай Губенко
- Оператор: Александр Княжинский
- Ӳкерçĕ: Александр Толкачёв
- Сасă операторĕ: В. Шмелькин
- Сăвăсем: Геннадий Шпаликов
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Подранксем»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- «Подранки» на Russiancinema
- «Подранки» 2022 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. на Рускино.ру
- «Подранки» 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. на сайте «Дети в кино»
Николай Губенко фильмĕсем |
|
|---|---|
Наçтуç тата Хомкă (1968) • Салтак фронтран килчĕ (1971) • Телейлĕ пулас тесен (1974) • Аманчăксем (1976) • Канакансен пурнăçĕнчен (1980) • Пурнăç та, куççуль те, юрату та (1983) • Чаруллă зона (1988) |