Анăç императорĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Аслă Карл (748–814). Вăл, маларах король пулнăскер, 800-мĕш çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Анăçăн чи малтанхи императорĕ пулса тăнă

Анăç императорĕ (фр. Empereur d’Occident) — хальхи вăхăтри историксем, вĕсем хыççăн ыттисем те, усă куракан ăнлав-термин. Вăл Франксен патшалăхĕн тытăмçин 800-мĕш çулхи декабрĕн 25-мĕшĕ хыççăнхи титулне палăртать. Çав кунхине Римра Аслă Карл король, Лев III паппă пехилĕпе тата кăшăл тăхăнса, император пулса тăнă.

Анăçăн чи юлашки императорĕ , Беренгар I, 924-мĕш çулта пÿклĕ вилĕмпе вилнĕ (ăна вĕлернĕ).

Çапла вара, Анăç императорĕсен тапхăрĕ мĕнпурĕ 124 çула тăсăлать темелле.

Çаван пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Тейс Л. Наследие Каролингов. IX — X века / Перевод с французского Т. А. Чесноковой. — М.: «Скарабей», 1993. — Т. 2. — 272 с. — (Новая история средневековой Франции). — 50 000 экз. — ISBN 5-86507-043-6.