Анат Туçа культура çурчĕ
Курӑнакан калӑплав
Анат Туçа культура çурчĕ, — Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнчи культура çурчĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районти ытти ялсенчи пекех чи малтан ялта вуламалли çурт йĕркеленнĕ. Клуб уçасси пирки ыйту тапратсан вара ун валли çурт тупăнман. Вара «Звезда» колхоз Тутар Сăкăт ялĕнчи пушă тутар мечет çуртне туяннă. Çапла вара ялта икĕ хутла культура çурчĕ пулса тăнă. Пĕрремĕш хутĕнче клубпа вулавăш вырнаçнă пулнă, иккĕмĕшхутĕнче вара — колхоз правленийĕ. Юрă-кĕвĕ хатĕрĕсемпе тивĕçтерес ĕçе колхозниксем хутшăннă. Сăмахран, М.Г. Долгов клуба трофейла лекнĕ аккордеона парнеленĕ.
1959 çулта клуб валли ятарлă çурт купаласа лартнă.