Андреева Евдокия Александровна
Андреева Евдокия Александровна, — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1995), доцент (1999). 1958 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Атапай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1975 çулта Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетне историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне вĕренме кĕнĕ, 1980 çулта вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта малтан чăваш чĕлхипе литератури вăрентнĕ, унтан директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă (1980-1983). Хастар та пултаруллă вĕрентекене Атапайри тулли мар вăтам шкула куçараççĕ, кунта вăл директорăн вĕренӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса вăй хунă (1985-1988). Çакăн хыççăн вăл 2 çул хушши Шупашкарти Вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ассистенчĕ пулса ĕçленĕ, курсра вĕренекен учительсене лекцисем вуланă (1988-1990). Мал ĕмĕтлĕ педагог хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатса ӳстерес тĕллевпе 1990 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри çумĕнче уçăлнă аспирантурăна вĕренме кĕнĕ. 1995 çулта «Чăваш чĕлхинчи аффикс хушăнса пулнă глаголсем» темăпа диссертаци хӳтĕленĕ, филологи наукисен кандидачĕн ятне тивĕçлĕ пулнă. 1993 çултанпа Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедринче вăй хурать: малтан ассистент пулса (1993-1995), унтан — аслă преподаватель (1995-1997), чăваш филологи тата педагогикăпа психологи факультечĕнче стедентсене чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн тĕрлĕ пайĕсене (морфологи, синтаксис) вĕрентет. 1997 çултан пуçласа паянхи кунчченех тăван чĕлхемĕр кафедрин ертӳçинче ĕçлет.
Тĕпчевçе чăваш глаголĕ тĕрлĕ пуплев пайĕнчи сăмахсем çумне аффикссем хушăнса пулни кăсăклантарать, çав ыйтусемпе вăл темиçе ĕç пичетленĕ. Сăмах пулăвĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене вăтам шкулта меллĕрех те тухăçлăрах вĕрентес тĕлĕшпе те ĕçленĕ, вĕрентекенсем валли паха кĕнекесемпе статьясем çырса кăларнă.
Пичетленнĕ ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Занимательность на уроках чувашского языка // Вопросы изучения чувашского языка и культуры. Чебоксары, 1993;
- Аффиксальное глагольное словообразование в чувашском языке: Афтореферат дис. канд. филол. наук. - Чебоксары, 1995;
- Сăмах пулăвне вĕрентмелли принципсемпе меслетсем // Чувашский и русский языки и литература в средней школе. Чебоксары, 1990 /В.В.Андреевпа перле/;
- Чăваш чĕлхипе литератури, сăмахлăхĕ, историпе культури. Шупашкар, 1988 /В.В.Андреевпа пĕрле/;
- Çыр та — пĕлсе çыр. Шупашкар, 1998 /В.В.Андреевпа пĕрле/.
- Аффиксальное глагольное словообразование в чувашском языке: Учебное пособие. - Чебоксары, 2002;
- Чăваш чĕлхи. 5-мĕш класс валли. – Шупашкар, 2002 (авторсемпе пĕрле);
- Чăваш чĕлхи. Справочник. - Шупашкар, 2004 (авторпа пĕрле).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Муркашсем — ăслăлăх çыннисем».