Контент патне куҫ

Андреев Василий Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Андреев Василий Алексеевич, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи; филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1960 çулхи çурла уйăхĕн 1 Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă. 2002 çулхи çу уйăхĕн 5 Шупашкарта вилнĕ.

1977 çулта Канаш районĕнчи Шуркасси вăтам шкулне пĕтернĕ. 1982 çулта Ленинград патшалăх университетĕнчи хĕвел тухăç чĕлхисен факултетĕнчен вĕренсе тухнă. 1987 çулта Мускаври Чĕлхе пĕлĕвĕн институтĕнче «Чăваш чĕлхинчи вĕçлев категорийĕ» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.

Ăслăлăхра чăваш тата тĕрĕк чĕлхисен морфологи пайрăмĕсене танлаштарупа, истори меслечĕпе тĕпченипе палăрса тăнă.

  • Турккă чĕлхин графики, фонетики тата орфографийĕ. Меслет кăтартăвĕсем. Ш., 1987;
  • Основной падеж в системе склонения чувашского языка. Ч., 1986;
  • Хальхи турккă чĕлхи: грамматика парадигмисемпе формисем. Ш., 1992;
  • Чăваш чĕлхи. Ш., 1998; Чăваш чĕлхине халалланă тĕпчев. Ш., 1998.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.