Андреев Владимир Юрьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Владимир Юрьевич Андреев (раштав, 4 1963, Хутар) Çĕмĕрле районĕ — вĕрентӳç, чăвашла пĕрремĕш электрон кĕнекесен авторĕ

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хутарта (Çĕмĕрле районĕ) 1963 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ мĕн пĕчĕкрен Пилешкасси ялĕнче иртнĕ. Пилешкассинчи пуçламĕш класра тата Хутарти вăтам шкулта вĕреннĕ. 1982-1984 çулсенче çарта пулнă.

1992 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухать, Çĕрпӳ районĕнчи Михайловкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентме пуçлать. Çав çулах компьютерпа ачасене чăваш чĕлхи вĕрентме пĕрремĕш программа çырать.

1997 çултанпа Çĕрпӳ районĕнчи Михайловкăри вăтам шкулта директор пулса вăй хурать

Авланнă, мăшăрĕпе пĕр хĕр ӳстереççĕ.

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2007 — Чăваш вĕренӳ министерствин хисеп хучĕ
  • 2010 — Çĕрпӳ район администрацийĕн хисеп хучĕ
  • 2011 — Раççей Федерацин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
  • 2013 — Чăваш вĕренӳ министерствин хисеп хучĕ

Электрон пулăшав кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2006 - "Чăваш чĕлхи, 5-мĕш класс", "Путене, Чăвашри кайăксем" хушма лексика материалĕ
  • 2006 - "Чăваш чĕлхи, 2-мĕш класс"
  • 2007 - "Чăваш чĕлхи, 6-мĕш класс", "Сĕтпе ӳсекен чĕрчунсем" хушма лексика материалĕ
  • 2008 - "Чăваш чĕлхи, 7-мĕш класс", "Ӳсентăрансем" хушма лексика материалĕ
  • 2009 - "Чăваш чĕлхи, 8-мĕш класс", "Пулăсем" хушма лексика материалĕ
  • 2010 - "Чăваш чĕлхи, 9-мĕш класс", "Вак чĕрчунсем" хушма лексика материалĕ

Компьютер вăййисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2007 - "Пĕлӳ шыраса", 5-мĕш классра вĕренекенсем валли
  • 2011 - "Пулăра", 6-мĕш классра вĕренекенсем валли
  • 2013 - "Кукамай патĕнчен", 7-мĕш классра вĕренекенсем валли

Тетелри ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]