Андреев Олег Федорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Андреев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Афалек Энтепе
Çуралнă чухнехи ят: Андреев Олег Федорович
Çуралнă вăхăт: авăн, 23, 1950
Çуралнă вырăн: Энтепе ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg РФ
Ĕçлев тĕсĕ: поэзи, публицистика.
Пултарулăх çулĕсем: 1973-па
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Афалек Энтепе (Олег Федорович Андреев) (1950, авăн, 23, Энтепе ялĕ, Елчĕк районĕ, Чаваш АССР çур.) чăваш сăвăçи, публицисчĕ.

Раççей çыравçисен пĕрлĕхĕн пайташĕ[1].

Пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1950 çулхи авăнăн 23-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. 1973 çулта Чăваш патшалăх И.Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн хими факультетĕнчен, 1982 çулта Горькири парти аслă шкулĕнче вĕренсе тухнă.

10 çул хушши шкулсенче ĕçленĕ, Энтепери вăтам шкулта директор пулнă. 1977-1991 çулсенче – Елчĕк районĕнче комсомол тата парти райкомĕсенче вăй хунă.

Пултарулăх утăмĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Афалек Энтепе 1973 çулта çыравçă ĕçне пикенет, çав çулсенче республика хаçат-журналĕсенче сăвăсем пичетрен тухаççĕ. Чи паллă сăввисем: «Хăйăра кукалет ырă ут...», «Сар çĕленле авкаланса...», «Вăхăт, вăхăт васкать, эпĕ мар!..», «Çухалнă канăç», «Çăлтăрпа танлашнă юр пĕрчи», «Ах, иртнĕ кун!..», «Çурт çӳллĕш хумсемпе карап кĕрешрĕ...», «Кунта хурăнсен пăшăлтатăвĕ çук...», «Тул çутăлать...», «Вăрах йĕркесем», «Чĕре - чарусăр, ашкăнчăк ача...» тата ытти те.

Сăвăç пирки Порфирий Афанасьев çыравçă çапла çырать:

«Тăван енĕн çутçанталăкĕ, юратупа туслăх, ырлăх тата чăнлăх, шанăçлăхпа чыслăх, атте-аннесен ĕçĕн шанчăкне çухатманни Афалек Энтепене хавхалантаракан тĕп шухăш пулса тăрать...»

.

О. Андреев чăвашла сăвăсен виççĕ пухăмне хатĕрлесе кăларнă: «Çулшырав» (1988), «Хутăш вăрман» (1989), «Киле таврăнни» (1991).

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нумай çул литературăра пархатарлă тăрăшнăшăн Олег Федоровича ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Вастулова, В. Чарусăр çулăмлă сăвăç / В. Вастулова // Елчĕк ен. – 2000. – 23 авăн.
  • Енĕш, В. Поэт – çутçанталăк çаврăмĕн чури / В. Енĕш // Ялав. – 1993. - № 5. – С. 29.
  • Ирхи, Г. Чун шыравĕ / Г. Ирхи // Тăван Атăл. – 2000. - № 12. – С. 22
  • Тимофеев, А. «Чун ыйтнипе çыратăп» / А. Тимофеев // Хыпар. – 2001. – 11 кăрлач.
  • Афанасьев, П. Афалек Эндебе (Андреев Олег Федорович) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебксары, 2006. – С. 42.
  • Малышкин, Н. Андреев Олег Федорович (Афалек Энтепе) / Н. Малышкин // Яльчикский район: краткая энциклопедия. – Чебоксары, 2007. – С. 30.
  • Станьял, В. П. Афалек Эндебе (Андреев Олег Федорович) / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 154.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]