Чăваш Автономиллĕ Социаллă Совет Республики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Чăваш АССР çинчен куçарнă)
Чăваш Ен кун-çулĕ Чăваш Республикин гербĕ
Авалхи тĕнчере
Баланово культури
Пура культури
Апаш культури
Анань культури
Хулаш культури
Вăтам ĕмĕрсенче
Хунсен империйĕ (434 — VI ĕмĕр)
Аслă Пăлхар (632 — 671)
Атăлçи Пăлхар (X ĕмĕр — 1240)
Ылтăн Урта (1240 — 1438)
Хусан ханлăхĕ (1438 — 1552)
Хусан патшалăхĕ (1452 — 1708)
Раççей империнче
Хусан кĕперни (1708 — 1920)
Чĕмпĕр кĕперни (1796 — 1924)
РСФСР, (СССР)
Чăваш автономи облаçĕ (1920 — 1925)
Чăваш АССР (1925 — 1990)
Чăваш ССР (1990 — 1992)
СССР аркансан
Чăваш Республики (1992-па)
Чăваш Ен хронологийĕ
Авалхи чăваш хулисем

'Чăваш Автономи Совет Социализм Республики (кӗскен: ЧАССР) — РСФСР йышĕнче 1925 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне тĕпе хурса йĕркеленĕ автономи республики.

1990 çулхи авăн уйăхĕнче Чăваш Ен Аслă Канашĕ республикăн суверенитет декларацине йышăннă, Чăваш ССР ята çирĕплетнĕ.

Хальхи Чăваш Республики Раççей Федерацине кĕрет, лаптăкĕ малтанхи Автономиллĕ Социализмлă Чăваш Совет Республикин чиккисемпе тан шутланать.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1927 çулта уессене салатнă. Вĕсен вырăнне 17 район йĕркеленĕ: Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Кĕçĕн Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Тутаркасси, Вăрмар, Çĕрпӳ, Шупашкар, Шăмăршă тата Етĕрне.

1929 çулта Шăхăртан тутар наци районне туса хунă.

1935 çулта Мăн Патăрьел районĕ Патăрьел çине, Кĕçĕн Елчĕк — Елчĕк çине куçать. Çав çултах çĕнĕ районсене туса хураççĕ: Ишлей, Кувак, Турхан, Трак, Шăхасан, Çĕмĕрле тата Тăвай. Чылай улшăну 1939 çулта пулса иртет: Патăрьел районĕпе Шăхартан тутар наци районне пăрахăçланă та Калинин, Комсомол, Октябрь, Совет тата Чкалов (1957 ç-па — Патăрьел) районĕсене йĕркеленĕ. Турхан районĕ Первомай, Тутаркасси — Сĕнтĕр районĕ пулса тăрать. Тепĕр çултан Трак районне Красноармейски ята куçараççĕ. 1944 çулта Муркаш тата Чуракач районĕсене туса хунă.

1956 çултан пуçласа район йышĕ сахаланма тытăнать. Пĕрремĕш Калинин, Кувак, Совет тата Шăхасан районĕсене пăрхăçланă. 1959 çулта Ишлей, Муркаш, Октябрь, Первомай тата Чуракчă районĕсене; 1962 çулта — Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Сĕнтĕр, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсене салатнă.

1964 çулта каллех районсен йышĕ ӳсме тытăнать: чи малтан Муркаш, 1965 çулта Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсене çĕнĕрен йĕркеленĕ. Çĕмĕрле районне 1965 çулта салатнă, анчах та 1966 çулта каялла тавăрнă. Çакăнтанпа Чăваш Енре районсене урăх улăштармаççĕ.

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çурт-йĕр тăвăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1961 çулта автономире çĕнĕ хулан, Çĕнĕ Шупашкарăн, никĕсне хывнă.

Культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]