Контент патне куҫ

Андреев Семён Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Семен Алексеевич Андреев
Ӳкерчĕк:AndreevSA.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 20 юпа 1924
Ҫуралнӑ вырӑн Елчĕк районĕ Энтепе РСФСР
Вилнӗ вӑхӑт 29 юпа 1943
Вилнӗ вырӑн Украина
Днепропетровск облаçĕн
Солонян районĕнчи Вовничи ялĕ
Пӑхӑнулӑх СССР
Хӗсмет ҫулӗсем 1942-1943
Хисеп
Сержант
Сержант
Ҫапӑҫусем/вӑрҫӑсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ«Хăюлăх» медалĕ

Андреев Семён Алексеевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ.

1924-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Туçари вăтам шкулта вĕреннĕ.

1942-мĕш çулхи нарăсра Хĕрлĕ Çара кайнă. Бронебойщик çар специальностне вĕреннĕ. 1943-мĕш çулхи ака уйăхĕнче çапăçусене хутшăннă. Хăйĕн хастарлăхне Днепр) юханшывĕ урлă каçнă чухне палăртнă.

1943-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Андреев сержант хăйĕн подразделенипе Днепропетровск хулинцен кăнтăрарах Днепр урлă каçать. Плацдарм ярса илсе 3 талăк хушши хĕрӳ çапăçусенче тăшман тапăннине сирсе яраççĕ. Андреев С.А. хăй пĕр танка персе çĕмĕрет.

Çак çапăçусемшĕн ăна Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне илме тăратаççĕ. Анчах вăл çак чыса кĕтсе илеймест. 1943-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче çапăçура вилет.

Днепропетровск облаçĕн Солонян районĕнчи Вовничи ялĕнче пытарнă. Тăван ялĕнче урама ун ятне панă.

  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 2005. с.21.
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.