Антиохий

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Антиохи (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Антиохи хулин тюхи (фортуни). I ĕмĕрти грекрен ӳкерсе илнĕ роман копийĕ. Канделябрсен галерейи, Ватикан. Турăн çӳл енчен – хула карманĕн хӳмисем, урисем патĕнче Оронт юханшыва палăртакан каччă шывра ишет

Авалхи Антиохи́ (Антиох ятĕнчен) ячĕллĕ 16 хуларан чи палли Антиохи́-Оро́нт-çинчи, (Антиохи-Дафна-çинчи, Аслă Антиохи; ав.гр. Ἀντιόχεια ἡ ἐπὶ Ὀρόντου, Ἀντιόχεια ἡ ἐπὶ Δάφνῃ, Ἀντιόχεια ἡ Μεγάλη) авалхи Сири (хальхи Турци территоринчи хальхи Антакья). «Антиохи» сăмах тĕрĕслемесĕрех çак хулана палăртать.

Антиохи Селевкидсен патшалăхĕн тĕп хули шутланнă. Ăна Селевк I Никатор Оронт сулахай çыранĕнче (халĕ вăл Аси ятлă) пирĕн эрăччен 300, диадох вăрçисен тапхăрĕнче, Ипса патĕнчи çапăçу хыççăн никĕсленĕ.

Хула 4 кварталран тытăнса тăрать, кашнине уйрăм хӳмеленĕ, вĕсене пĕрле тата çӳллĕрех те хӳтĕлевлĕрех хӳме карнă. Караван çулĕсем каçисенче вырнаçнă Антиохи Тухăçпа Анăç хушшинчи суту-илĕве пăхса тăнă. Аталаннă çулсенче хулара 500 пин çын пурăннă.

Каярах Антиохи кĕске вăхăта Эрмени шутне кĕрет, кайран (пирĕн эрăччен 64) романсен Сири провинцинчи тарăмĕн резиденцийĕ пулнă. Антиохи Роман империн пысăккăшĕпе виççĕмĕш, Римпа Александри хулисем хыççăн, хула шутланнă. Селевк керменĕнче Гней Помпей тата кунта Олимп вăййисем ирттернĕ Коммод пурăннă.

Антиохи хӳмисем хĕрес хӳтĕлевçисен тапхăрĕнче

Çĕнĕ Халалпа килĕшӳллĕ, Христос йăлине пăхăнакансем хăйсенене христиансем теме Антиохире (Деян.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#11:26|11:26]]) тытăннă. Каярах Антиохие христиансен турă сăмахĕн сăпки тенĕ, кунта Антиохи турă сăмахĕн шкулĕ ĕçленĕ. Кунта Иоанн Ылтăн чĕлхе çуралнă, вĕрентӳ ĕçĕсене туса пынă. Антиохире авалхи автокефаль чиркĕвĕсенчен пĕри — Антиохи чиркĕвĕ (хула мăнаçлăхĕ ӳкĕнме пуçласан патриархатăн центрне Дамаска куçарнă) вырнаçнă пулнă. Авалхи чиркӳ çыравçисен упранса юлнă хăшпĕр чăнлавсенче (Евсевий Кесар., Иероним, Феофилакт, Евфимий Зигабен тата ур.) çырнипе Евангели хайлавçи Лука Антиохире çуралнă.

VI—VII ĕмĕрсенче Висанти йышĕнче. Çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн питĕ ишĕлнĕ хулана VI ĕмĕрте иран шахĕ Хосров I Ануширван ярса илет те аркатать. Юстиниан I астулра чухне Антиохие юсаççĕ.

Роман IV Диоген император висанти çарĕ Манцикерт патĕнче çапăçăва выляса ярсан 1071 çулта хăй ирĕкре юлас тесе сельджук-турккăсене Антиохие парать. Çапах та хулана вĕсем пĕтĕмпех 1084 çулта кăна çĕнтерсе илеççĕ.

Чылай хушă хупăрласа тăнă хыççăн хĕрес хӳтĕлевçисем Антиохие 1098 çулта каялла тавăраççĕ; анчах та хулана Висантие памаççĕ, хăйсен 1268 çулчен тытăнса тăнă патшалăхне — Антиохи кнеçлĕхĕ — йĕркелеççĕ. Ăна аркатнă хыççăн хула хăйĕн сĕмне çухатать.

Хальхи вăхăтра Антиохи Антакья хули, турккăсен Хатай вилайечĕн центрĕ (1516 çултанпа).

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]