Контент патне куҫ

Антипов Пётр Григорьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Антипов Пётр Григорьевич
Ӳкерчĕк:П. Г. Антипов.jpg
Çуралнă вăхăт 1920, раштав, 26
Çуралнă вырăн

Псков кĕпĕрни, РСФСР е

Ватă Ладога, Çĕнĕ Ладога уесĕ, Петроград кĕпĕрни, РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1993
Вилнĕ вырăн Волхов
Пăхăнулăх ССРП
Хисеп гварди
Старшина
Старшина
Çапăçусем/вăрçăсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ  — 1966
Ленин орденĕ — 1966 Хĕрлĕ Ялав орденĕ  — 1947 Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ — 1985 Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ  — 1944
3 степеньлĕ Мухтав орденĕ «Хăюлăх» медалĕ — 1942 «Çапăçури хастарлăхшăн» медаль — 1944 «Çапăçури хастарлăхшăн» медаль — 1944
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
Ленинград 250 çул тултарнине асăнмалăх медаль
Ленинград 250 çул тултарнине асăнмалăх медаль
Отставкăра вăрманçă

Пётр Григо́рьевич Анти́пов (26.12.1920 — 21.10.1993) — Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, вăрманçă, Волхов вăрман хуçалăхĕн директорĕ.

1920 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Псков облаçĕнче (урăх хыпарпа — Петроград кĕпĕрнине кĕнĕ Ватă Ладогăра) вăрман ĕçлевçисен çемьинче çуралнă.

Тихвинри вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах та вăрçă лăпкă пурнăçа пăсса хунă. Пётр Григорьевич танк çарĕсенче перевçĕ-радист гварди старшина пулса çапăçнă. Мускава хӳтĕленĕ, Сталинград патĕнче, Ржев тата Брянск тĕлĕшĕнче çапăçнă. 1945 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Польшăри çапăçура йывăр аманнă, икĕ урине тата икĕ ал лапине ампутациленĕ.

Вăрçăна пĕтсен, техникумра вĕренсе тухнă та 7 çул вăрманçă вырăнĕнче тăрăшнă, çав вăхăтрах ĕçе пăрахмасăрах Ленинградри вăрман техника академинче аслă пĕлӳ илнĕ. I группăри инвалид пулсан та, П. Г. Антипов 40 çула яхăн Волхов вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. 1966 çулта вăл, вăрман хуçалăхне пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ.

Волхов районĕнчи Ватă Ладогăра пытарнă.

  • А. Орлов режиссёр «Пётр Антипов. Судьбы людские» документлă фильм ӳнерленĕ. Славян фильмĕсен «Медный витязь» тĕнчери фестивалĕнче çак ĕç виççĕмĕш премие çĕнсе илнĕ.
  • 1993 çулта П. Г. Антипов ячĕллĕ приза тивĕçмешкĕн кашни çул раççей вăрман хуçалăхĕсем конкурс ирттереççĕ.
  • Унăн ятне Волхов юханшывĕн сылтăм çыранĕнче «Валимский рубеж» мемориал патĕнче вăрман паркне палăртнă[1].
  • Социализм Ĕçĕн Паттăрĕн «Çурлапа Мăлатук» медалĕ (1966)
  • «Хăюлăхшăн» медаль (1942)
  • 2 «Çапăçури хастарлăхшăн» медаль (1944, 1944)
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (1944)
  • 3 степеньлĕ Мухтав орденĕ (1945)
  • Ленин орденĕ (1966)
  • Тăван Çĕршывăн вăрçин I степеньлĕ орденĕ (1985)
  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ (9.11.1947)
  • РСФСР тава тивĕçлĕ вăрман пăхаканĕ[2]
  • Волхов хулин хмсеплĕ гражданĕ[3].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Назван именем П. Г. Антипова. Администрация Волховского муниципального района Ленинградской области (2010-09-17). Тĕрĕсленĕ 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2014.
  2. ^ Антипов П. Г. // Заря. — 2009.
  3. ^ Танкист Петр Антипов- Ленинградский Мересьев. Государственный мемориальный музей обороны и блокады Ленинграда. Часть 5. Тĕрĕсленĕ 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2014.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

 Антипов Пётр Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче