Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
Перейти к навигации
Перейти к поиску
Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ | ||
| ||
Патшалăх |
![]() | |
---|---|---|
Тĕс | çӳллĕ хисеп | |
Статус | тивĕçтермеççĕ | |
Статистика | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | раштав, 27, 1938 çул | |
Пĕрремĕш чыслани | раштав, 20, 1939 çул | |
Юлашки чыслани | раштав, 21, 1991 çул | |
Чыслав шучĕ | 20 605 | |
Черетлĕх | ||
Танлашать | Раççей Федерацин Ĕç Паттăрĕ |
Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ́ — 1938 — 1991 çулсенчи СССР гражданинĕн ĕçре палăрнăшăн чи çӳллĕ степенлĕ СССР чыславĕ.
Социализм Ӗçĕн Паттăрĕсене Ленин орденĕпе, «Çурлапа Мăлатук» медалĕпе тата СССР АК Президиумĕн хучĕпе тивĕçтернĕ, вĕсене Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ хисепе темиçе хут та тивĕç тума пултарнă.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Социализм Ӗçĕн Паттăрĕн пĕрремĕш чыслă ятне 1939 çулта Иосиф Сталин тивĕç пулать.
Историре Паттăра тивĕçлĕ пулнă юлашки çын, Казахстан опера юрăçи Б. Тулегенова, ăна 1991 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче СССР президенчĕн № УП-3122 хутайĕпе чысланă.[1][2] Халĕ Раççей Ӗç Паттăрĕ тивĕçе пурнăçа кĕртес ыйтăва сӳтсе яваççĕ.[3]
Кăсăклă хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- СССР кун-çулĕнче виççĕ хут Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ чыс ятне 16 çын тивĕçнĕ: А. П. Александров, Я. Б. Зельдович, М. В. Келдыш, И. В. Курчатов, Ю. Б. Харитон, К. И. Щёлкин академиксем, А. Н. Туполев тата С. В. Ильюшин авиаконструкторсем, йывăр танксен конструкторĕ Н. Л. Духов, хӳтĕлев промăçлăха йĕркелекенсем Б. Л. Ванников тата Е. П. Славский, колхоз председателĕ Х. Турсункулов, Казахстан КП ТК пĕрремĕш секретарĕ Д. А. Кунаев тата ССКП ТК Тĕп секретарĕК. У. Черненко; унсăр пуçне ССКП ТК пĕрремĕш секретарĕ Н. С. Хрущёв виçĕ хут Социаллă Ӗç Паттăрĕсĕр пуçне Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă, виçĕ хут Социаллă Ӗç Паттăрĕ А. Д. Сахаров совет влаçне хирĕç ĕçлĕхĕшĕн СССР Аслă Канашĕн Хушăвĕпе çак чыс ятсене, виçĕ медалей «Серп и Молот» туртса илнĕ.
- Хăш Социализм Ӗçĕн Паттăрĕсем çаплах Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă. Вĕсенчен чи паллăраххисем: Совет Союзĕн Маршалĕ Д. Ф. Устинов (икĕ хут Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ тата Совет Союзĕн Паттăрĕ); СССР Аслă Канаш Президиумĕн Ертӳçи Совет Союзĕн Маршалĕ К. Е. Ворошилов (Социаллă Ӗç Паттăрĕ тата икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă), ССКП ТК Тĕп секретарĕ Л. И. Брежнев Социализм Ӗçĕң Паттăрĕ тата тăватă хут Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă.
- СССР богема тата артист хутлăхĕнче Социализм Ӗçĕн Паттăрне «Гертруда» тенĕ.[4]
Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ УКАЗ Президента СССР от 21.12.1991 № УП-3122 «О ПРИСВОЕНИИ ТУЛЕГЕНОВОЙ Б. А. ЗВАНИЯ ГЕРОЯ СОЦИАЛИСТИЧЕСКОГО ТРУДА»
- ^ Герой Социалистического Труда. История медали
- ^ В России возродят звание Герой Труда//Российская газета. 20.09.2007
- ^ Сарнов Б. М. Наш советский новояз. М.: Материк, 2002. — ISBN 5-85646-059-6 — С. 184