Контент патне куҫ

Антуан-Франсуа Калье

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Антуан-Франсуа Калье
фр. Antoine-François Calletl
Викиампарти ĕçсем

Антуан-Франсуа Калье (фр. Antoine-François Callet (1741–1823, Париж) — ытларах Антуан Калье тесен паллӑ, ҫын сӑнарӗ тата аллегориллӗ хайлавӗсен ӳнерҫи, Людовик XVI патшан официаллӑ ҫын сӑнарӗ ӳнерҫи пулса ӗҫленӗ.

1764 çулта вӑл Клеобис тата Битон (Клеобиспа Битон хӑйсен амӑшӗн урапине Юнона чиркӗвне туртса пыраҫҫӗ), ӳнер ӗҫӗпе Римра Гран-при ҫӗнсе илнӗ. 1779 çулта ӑна Илемлӗ ӳнер академине йышӑнса илеҫҫӗ, унта кӗме вӑл граф д'Артуа сӑнарне хайлать, 1781 çулта вара ӑна фр. Le printemps (Ҫуркунне) аллегорипе илеҫҫӗ. 1783 ҫултан вӑл хӑӥен пултарулӑх ӗҫӗсене Салонра кӑтартма пуҫлать. Вӑл Люксембург керменӗн пысӑк галереин маччин варрине фр. Antoine-L'Aurore (Аврора) ятлӑ композицине ӳкернӗ. Франци консульстви тата Пӗрремӗш франц импери вӑхӑтӗнче вӑл тата темиҫе аллегори, вӗсен шутӗнче фр. Allégorie du dix-huit brumaire ou la France sauvée («18 брюмер аллегорийӗ е ҫӑлӑннӑ Франци» - 1801, Версаль керменӗ) тата фр. Allégorie de la bataille d'Austerlitz (Аустерлиц патӗнчи ҫапӑҫӑвӗн аллегорийӗ - 1806, Версаль керменӗ) ӳкернӗ.

Пултарулӑхӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Marc Sandoz, Antoine-François Callet, 1741-1823, Ed. Éditart - Quatre Chemins, Tours, 1985.