Контент патне куҫ

Ан хумхан, çăкалăх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ан хумхан, çăкалăх
Юрă
Жанр лирикăллă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-



Ан хумхан, çăкалăхXX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Константин Архипов композитор Фёдор Тихонов сăввипе çырнă.

Авторĕсем камсем-ха?

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авторĕсем кам иккенне пĕлмешкĕн пулăшма ак çак хыпарсем пултараççĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер аса илнинчен[1]:

Хими учителĕ Константин Архипов — композиторччĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенни Федор Тихонов сăвăсем хайлатчĕ /«Ан хумхан, çăкалăх, ан хумхан, сирень» юрă авторĕсем/. Вĕсем эпĕ сăвă çырнине пĕлсен пулăшма тытăнчĕç. 1956 çултан вара районти, республикăри хаçатсенче пичетленме тытăнтăм. Ун чухне эпĕ 8-мĕш класра вĕренеттĕм.

Авторсене асăннă, анчах ашшĕ ячĕсемпе пĕлтермен.

Тепĕр çăлкуçран (Леонид Антонов сăвăç каланинчен)[2]:

Сăвă çырас ĕçре мана ырă сĕнÿсем парса пулăшнăшăн Ф.Л.Тихонова ("Ан хумхан, çăкалăх" юррăн авторĕсенчен пĕрне) тата П.Архипова ырăпа асăнас килет

Красноармейски муниципаллă тăрахĕн сайтĕнчен[3]:

Кăçал вара, районти Ака туйсен историйĕпе интересленсе, район центрĕнче пурăнакан вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Михаил Прохорович Прохоровпа калаçрăм. Вăл 1956 çулта культура пайĕн заведующийĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтанласа уява Красноармейскин Янкас енчи вăрманĕн илемлĕ пĕр уçланкинче йĕркелесе ирттернине палăртрĕ ветеран. Михаил Прохорович каланă тăрăх, çав çулсенче пĕрлештернĕ хорта 600—700 çын таранах пулнă. “1957 çултаччĕ пулас-ха, çак хор “Подмосковные вечера” юрра шăрантарнă чухне эпĕ дирижер пултăм. Ара, районта музыкантсем çукпа пĕрехчĕ те. Районти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче Маргарита Кирилловна Репина вăй хуратчĕ”, — терĕ М. П. Прохоров. Дирижер вырăнне Константин Павлович Архипов композитор та, Михаил Ильич Ильин учитель те пĕрре мар йышăннă.

Юррăн сăвви

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ан хумхан, çăкалăх

Ан хумхан, çăкалăх,
Ан хумхан, сирень
халь аçта-ши тусăм
Эс иртсе çÿрен?

Сад пахчи ем-ешĕл,
Туллиех çеçке.
Сан сăнна унта эп
Тĕл пулмастăп-çке?

Лăпкăн асилтернĕн
Ырă кăмăлна
Уçă çил юххи çеç
Ачашлать чуна.

Ан хумхан, çăкалăх,
Ан хумхан, сирень,
халь аçта-ши тусăм
Эс иртсе çÿрен?

Юррăн кĕвии

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Александр Сергеев хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор.

Юррăн кунçулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Алина Изман. Чăваш поэзине салтак кутамккипе килнĕскер. 13 Дек, 2018 — Интервью, «Хыпар»
  2. ^ Трак Ен
  3. ^ [https://krarm.cap.ru/news/2012/06/16/shavlar277-k277rler277-aka-tuj Шавларĕ, кĕрлерĕ Ака туй (Районти юбилейлă 60-мĕш ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче хатерленĕ фоторепортаж)]