Араб лаши

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Араб лаши, Уильям Баррао ĕçĕ

Араб лаши — пирĕн эрăн IV—VII ĕмĕрсенче Арави çурутравĕнче кăларнă таса юнлă авалхи юлан ут ăрачĕ.

Мĕнле курăнни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пысăках мар, ăйăрĕсен ăмăрĕ çÿллĕшĕ вăтамран 153,4 см, кĕсрисен — 150,6 см. Ăйăрĕсен кăкăрĕ тавра 178,9 см, кĕсрисен — 172,9 см. Ăйăрĕсен чĕрне патĕнчи ури тавра 19,9 см, кĕсрисен — 18,4 см. Ӳссе çитнĕ лаша 450 кг яхăн туртать.

Хальхи таса юнлă араб лашисен тăватă тĕрлĕ тулаш пур:

  • кохейлан — çирĕп конституциллĕ мăнă, сарлака кăкăрлă, чăтăмлă, хăвăрт чупакан лашасем; тĕсĕ хăмăр е хĕрлĕ-сарă;
  • сиглави — ăратлă, илемлĕ вăтам пысăкăш çăмăл лашасем, хăвăртах чупаймаççĕ; тĕсĕ ытларах сăрă;
  • хадбан — ăратсăр, анчах чи шултра араб лашисем, хăвăрт, чăтăмлă спорт лашисем; тĕсĕ хĕрлĕ-сарă е хăмăр, сайрарах сăрă;
  • кохейлан-сиглави — хутăш тип, илемлĕ, сиглави типшĕмлĕхне тата кохейлан пысăкăшне илнĕ; кÿлепи çÿллĕ, йывăр ĕçе чăтакан

лашасем; тĕсĕсем — хăмăр, сăрă, хĕрлĕ-сарă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку ут-лаша ăратне пулса тухма яланхи араб-бедуинсен вăрçисем май панă, вĕсем ку чăтамлă лашасемпе çар ĕçĕнче усă курнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Камбегов Б. Д., Балакшин О. А., Хотов В. Х. Лошади России: полная энциклопедия. — М.: Издательство «РИЦ МДК», 2002. — 240 с. — ISBN 5-94079-010-0.
  • Wich, Judith: «Jewels of the Desert — The Magic of Egyptian Arabians», Orienta Publications, 2008 — ISBN 978-3-9811137-0-9.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]