Арави çурутравĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Арави çурутравĕ космосран пăхсан

Арави çурутравĕ (арап. جزيرة العرب‎‎, Джазират аль-Араб), е Арави, Азин кăнтăр-анăç енче вырнаçнă.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тухăç енчен çурутрава Перси тата Оман пырĕсем хумĕсемпе çапаççĕ. Кăнтăр енче Инди океанĕн Арави тинĕсĕ тата Аден кӳлмекĕ, анăç енче Хĕрлĕ тинĕс вырнаçнă.

Геологи енĕнчен çурутрав Арави плиттине йышăнать, тахçан вăл Африка континенчĕн пайĕ пулнă. Арави çурутравĕ пĕтĕмпех тенĕ пекех пушхирсемпе витĕннĕ, çурçĕрте Нефуд пушхирĕ хупăрлать, кăнтăрта — Руб аль-Хали пушхирĕ.