Контент патне куҫ

Арейка (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

АрейкаЧулхула облаçĕнчи юханшыв, Арья шывĕн сылтăм юппи.

Юханшыв çăлкуçĕ Стреляжка ятлă ялтан икĕ çухрăм кăнтăралла вăрманта вырнаçнă. Кăнтăралла юхса Тарбеево ял çывăхĕнче Арья шывĕпе пĕрлешет.

Арейкăн вуннăна яхăн юпă, чи пысăкки — Горбовка. Горбовкăна çавăн пекех Арейка ятлă тепĕр пĕчĕк юханшыв юхса кĕрет.

Юханшыв малтан вăрман тăрăх юхать, анатри юхăмĕнче вăрман çук, ялсем курăна пуçлаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Тарбеево.