Арккасси

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Арккасси, — Чăваш Енĕн Шупашкар районне кĕрекен ял.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Архив хучĕсенче яла чи малтан XVII ĕмĕр вĕçĕнче асăннă. Пĕрремĕш çурта 1686 çулта лартнă. Ял таврашĕнче 4 çырма-лапă пулнă. Пĕр çырми – Ялкуй. Ялĕ те вара Ялка ятлă çынран пуçланса кайнă. Ял арçын ячĕнчен пуçланнă пирки Арккасси пулса тăнă. Ар сăмах арçын тенине пĕлтерет. 1898 çулта ялта пурĕ 54 кил пулнă.

Ял вĕçĕнче 12 çил арманĕ ларнă. Кăкшăм çинче çăм арманĕсем, пĕвесем, утар тытакансем пулнă.

1930 çулта колхоз йĕркеленĕ. Унăн ячĕ Опчумар (çывăхри виçĕ ялăн – Оппукасси, Чумкасси, Арккасси — малтанхи сыпăкĕсене пĕрлештерсе) пулнă. Пĕрремĕш председатель – Н.Н.Чеберов. Колхоз тунă çĕре ялти активист М.В.Васильев коммунист хастар хутшăннă. Вăл нумай пурăнайман, ир вилнĕ.

Урам ячĕсем сыхланса юлнă: Тури, Сăртри, Леш айкки, Лапри.

Арккасси ялĕ центр пулнă. Кунта ял совечĕ, колхоз правленийĕ, сывлăх çурчĕ, 4 çул вĕренмелли шкул, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп фермисем пулнă.

Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк ял халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна 1966 çулта ака уйăхĕнче А.П. Петровпа Г.И. Иванов туса лартнă. Вĕсем ăна тăвассишĕн пĕр пус укçа илмесĕр ĕçленĕ. Вĕсене вăл вăхăтра шкулта ĕçленĕ В.М. Михайлов хавхалантарса пынă.

Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]