Арсиноя III
Арсиноя III | |
Ачасем: | ывӑлӗ Птолемей V Эпифан |
---|
Арсиноя III — Египет патши, Птолемей III тата Береника II хӗрӗ.
Кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
П. эрч. 220 ҫ. юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен чӳк уйӑхӗ пуҫламӑшӗччен Птолемей IV, тӑван шӑллӗне качча тухнӑ. Унран пӗртен пӗр ачи - ывӑлӗ Птолемей V Эпифан пулнӑ. Арсиноя вӑйлӑ министр Сосибиус мӗн чухлӗ ирӗк панӑ, ҫавӑн чухлӗ хастаррӑн патшалӑх ӗҫӗнче хутшӑннӑ.
П. эрч. 217 ҫулта вӑл шӑллӗ-упӑшки IV Птолемейпа пӗрле 55 000 ҫынлӑ ҫарпа Палестинари Рафиа патӗнчи Аслӑ Антиохӑн 68 000 ҫынлӑ ҫарне хирӗҫ ҫапӑҫура хутшӑннӑ. Арсиноя ҫуран ҫарӑн фалангин пайне ертсе пынӑ. Икӗ енчен те юланутлӑ, пиллӗ тата юри хатӗрленӗ ҫарсемпе, ухӑҫӑсемпе тата йӑла-йӗркеллӗ македони фалангипе усӑ курнӑ. Ҫапӑҫу япӑхрах пырсан, вӑл ҫарсем патне хӑй тухса вӗсене тӑван кил-йышӗсемшӗн ҫапӑҫма чӗннӗ. Ҫӗнтерсен кашнине икшер мина ылтӑн пама сӑмах панӑ, вӗсем вӑл хушнине пурнӑҫланӑ.
П. эрч. 204 ҫулла Птолемей IV вилнӗ. Унӑн икӗ тӗп фаворичӗсем, Агафоклпа Сосибий, Арсиноя регент пуласран хӑраса, ӑна кермен пӑтӑрмахӗ вӑхӑтӗнче вӗлернӗ, вӑл упӑшки вилнине пӗлсе ӗлкӗреймесӗрех вилнӗ.
Тепӗр версисем тӑрӑх, вӑл керменре пулнӑ пушарта е Птолемей IV аллинчен вилнӗ.
Упӑшкипе иккӗшне турӑ вырӑнне чысланӑ.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Wilcken U. Arsinoë 27 (нем.) // Kategorie:RE:Band II,1 — 1895.