Контент патне куҫ

Артикуляци

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Артикуляцифонетика ăслăлăхĕнче, пуплеве кĕрекен сасăсене тунă чухне ăна тăвакан органсен ĕçĕ. Пуплеври кирек мĕнле сасса та сас тăвакансен органсем кăлараççĕ. Çав органсем мĕнлерех вырнаçни ку е тепĕр сасăн артикуляцийĕ пулать. Çын артикуляцийĕ мĕнле пулничен сасă тасалăхĕ килет. Артикуляции 3 пайран тăрать: сасă тума хăтĕрленни, сасă кăларни, каялла таврăнни. Нумай чухне сасă тăвакан органсем каялла таврăнма ĕлкĕреймесĕрех тепĕр сасă тума хатĕрленеççĕ. Ку çын пуплевĕ уйрăм сасăсенчен мар, сасăсен черетленĕвĕнчен йĕркеленнĕ пирки пулать.