Атăл пăлхавçисем (фильм)
Атăл пăлхавçисем | |
Жанр | драма |
---|---|
Режиссёр | Павел Петров-Бытов |
Сценари авторĕ |
Иоаким Максимов-Кошкинский, Павел Петров-Бытов |
Тĕп рольсенче | С. Галич, Пётр Кириллов, Мария Доброва, Иона Таланов, Шура Завьялов |
Оператор | Сергей Лебедев |
Кинокомпани |
Ленинградкино Чăвашкино |
Тăсăлу | 78 мин. |
Патшалăх | |
Çул | 1926 |
IMDb | ID 0252087 |
Атăл пăлхавçисем — «Чăвашкино» студин пĕрремĕш кинофильмĕ[1]. 1926 çулта ӳкернĕ. Режиссёрĕ — А.Петров-Бытов.
Премьера 1926 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче Шупашкарта, çĕртмен 25-мĕшĕнче Ленинградра, чӳкĕн 5-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ.
Фильма 1905–07 çулсенчи Пĕрремĕш вырăс революцин юбилейне халалласа ӳнерленĕ.
Фильмăн Шупашкарти копи упранса юлман. Германире тата Туркменире пĕршер копи упраннă.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фабулăна Исмель çыннисен пăлхавĕн материалĕсемпе хатĕрленĕ.
Тĕп персонаж, 1905–07 çулсенчи революцине хастар хутшăннă Хури çĕр ĕçтешĕ. Ăна аресленĕ те тĕрмене лартнă. Чăвашсем ăна ирĕке кăлартараççĕ. Хусан вице-кĕпернетĕрĕ Кобеко ертсе пынă патша çарĕсем пăлхава юн айне путараççĕ. Хури тарса пытанать. Эсерсемпе çыхланса кайса, вăл Кобекăна бомба пăрахать, анчах та патша тарçи чĕрĕ юлать. Хури вăрттăнла чикĕ лешьенне тухса каять. Тăван çĕре таврăнсан ăна каллех тытаççĕ те каторгăна ăсатаççĕ
1917 çулта революци ăна ирĕке қăларать. Паттăр Хусана шурă чехсем ярса илнĕ чухне пуçне хурать.
Критика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мускаври тата Ленинградри ӳнер тишкерӳçисем фильма ытларах тиркенĕ пулсан та, вырăнти хаçат-журнал питĕ мухтанă – çак ĕç пĕрремĕш чăвашла фильм пулнăшăн.
Пултарулăх ушкăнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сценари авторĕсем – И.С. Максимов-Кошкинский, П.П. Петров-Бытов
- Режиссёр - П.П. Бытов
- Оператор - С. Лебедев
- Ӳкерçĕ - С. Бриф
Рольсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- С. Галич - Хури, ялти вĕрентӳçĕ
- П. Кириллов - Ардай
- Т. Годлевская - Элиме
- П. Подвальный - Алюн, эсер
- Тани Юн (эпизодра)
- И.С. Максимов-Кошкинский (эпизодра)
- Г.В. Парне (эпизодра)
- К.Е. Егоров (эпизодра)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пĕрремĕш чăваш фильмĕ "Атăл пăлхавçисем" (1925 ç.)
- «Волжские бунтари» 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Волжские бунтари» фильм(ĕçлемен каçă)
Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |