Чăвашкино

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Чăвашкино
тип Патшалăх йĕркелĕвĕ
Никĕсленĕ çул 1926
Вырнаçнă Чăваш Республики, Шупашкар, Яковлев просп. 12а ç.
Паллă çынсем Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович
Отраçлĕ кинематограф
Веб-сайчĕ http://www.gatd.archives21.ru/

«Чăвашкино», — Чăваш Енĕн киностудийĕ.

Адресĕ: Чăваш Республики, Шупашкар, Яковлев проспекчĕ 12а.

Телефонсем: (8352)55-03-93, (8352)61-05-98.

Кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1926 çулта пуçланса кайнă. Пуçарса яраканĕсем — Тани Юн (Бурашникова) тата И.С. Максимов-Кошкинский. 1926 çулта чăвашсен пĕрремĕш кинокартини «Атăл пăлхавçисем» ятпа тухнă. Кунсăр пуçне тата «Сарпике» (1927), «Хура юпа» (1927), «Ял (фильм)» (1928), «Апайка» (1929), «Киремет карти» (1930) тата темиçе документлă фильм ӳкернĕ.

1930 çулта «Чăвашкино» студие «Востоккинопа» пĕрлештереççĕ. 1931 çулта «Асту» ятлă тепĕр чăваш фильмне ӳкернĕ. Кун хыççăн тĕрлĕ сăлтава пула[ку мĕне пĕлтерет?] «Чăвашкино» хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.

30-мĕш çулсен вĕçĕнче Иоаким Максимов-Кошкинские саккунсăр айăпласа репрессиленĕ, "Чăвашкино" тунă фильмсене пĕтерсе хунă.

1982 çулта Л.П. Трифонов «Кĕпер» видеофильм ӳкернĕ. Çакăн хыççăн «Чăвашкино» çĕнĕрен чĕрĕлнĕ теме пулать.

2007 çулта ПУ «Чăвашкино» тата РПУ «Чăваш Республикин технотронлă документацин патшалăх архивне» пĕрлештереççĕ. Туса хунă йĕркелев – Чăваш Республикин электронлă тата кинодокументацин патшалăх архивĕ «Чăвашкино» ĕçĕсене малалла тăсса пырать.

Халĕ кино ӳкерес енĕпе Н.В. Оринов, В.В. Иовлев, А.А. Тарасов, Н.В. Корсаков вăй хураççĕ.

2014-мĕш çулта 15-мĕш утă уйăхĕнче Чăваш Республикин киноматографистсен пĕрлешĕвĕ правленин черетлĕ пухăвĕ иртнĕ.

Киностудие çĕнĕрен пуçарса ярас пирки юпан 2016 çулхи 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче мĕнпур чăвашсен «Асам» кинофестивалĕнче калаçнă.

Чӑваш Енре кинематографи ĕçне аталантарас тесен патшалӑх енчен пулӑшу кирлĕ, çавпа та чăваш киноӳнерне хӳтĕ паракан саккун йышӑнмалла[1]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]