Атала (повеç)
Атала | |
Atala, ou les Amours de deux sauvages dans le désert | |
1911 çулхи кăларăм страници | |
Жанр: | романтизм |
---|---|
Автор: | Франсуа Рене де Шатобриан |
Тăван чĕлхи: | франц чĕлхи |
Пичетленĕ: | 1801 |
Кăларавăш: | Migneret/Librairie Dupont |
Кайранхи: | «Рене, или Следствия страстей» |
«Атала, е пушхирти икĕ тискер юратăвĕ» (фр. Atala, ou les Amours de deux sauvages dans le désert) — Франсуа Рене де Шатобриан франц çыравçи 1801 çулта хайланă повеç[1] . Атала — çак новеллăн тĕп персонажĕ.
Хайланă истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Атала» авторĕ шухăшланипе, «Рене» повеçĕпе пĕрле çак ĕçĕ «Христианлăх апологийĕн» «иллюстрацийĕ» шутланма тивĕçлĕ пулнă .
Шатобриан каланипе, «Аталана» Америкăна кайичченех çырма шутланă, анчах та «çав континентри çутçанталăка курнă, вырăнти çынсен кăмăл-туйăмĕпе паллашнă хыççăн кăна хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама пултарнă»[2].
Каласа парас формипе, пролог, калав тата эпилог çине пайланипе, Шатобриан авалхи тĕслĕхсемпе, çав шутра Гомер хайланă «Илиадăпа» усă курнă. Идейипе вара пĕр тантăшсемпе — Вольтерпе, Руссопа — тавлшнă, темелле.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Маско́ги йăх çулпуçĕн хĕрĕ Атала индианка тыткăна лекнĕ ют йăх каччине — Шактаса — юратса пăрахать. Амăшĕ Аталана тĕне кĕртнĕ те христиан тĕнĕнче ӳстернĕ. Атала вара Шактаса вилĕмрен çăлать, тарма пулăшать. Повеç вĕçĕнче вăл вилĕме тупать: хĕр чысне çухатас мар тесе наркăмăш ĕçет. Шактас çакнашкал чару пирки пачах пĕлмест — асапланса пурăнать.
Ӳнерлĕх уйрăмлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Витĕмлени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Новеллăри тĕп персонажне чысласа Миссисипи штатĕнчи тăрăха ят панă. Çаплах унăн ятне Полем тата Проспер Анри тăвансем 1875 çулта шыраса тупнă астероида панă, повеçри Келута персонажне çав астрономсемех 1878 çулта уçнă астероида тивĕçтернĕ. Новелла сюжечĕ ӳнерçĕсене пултарулăхра хавхалантарнă.
Куçарнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Атала» повеçе тĕнчери чылай чĕлхене куçарнă.
Вырăсла пĕрремĕш 1803 çулта И. Мартынов куçарнă, ăна Смоленскре пичетленĕ. Каярах, 1891 çулта Санкт-петербургри «Семейная Библиотека» кăларавăш В. Садиков куçарнă версине çут тĕнчене кăларнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Хăшпĕр çăлкуçсенче «Атала» роман тенĕ.
- ^ Франсуа Рене де Шатобриан - Культура Нового времени.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Атала Викиампарта
- Франсуа-Рене де Шатобриан. Атала (повесть, перевод Эльги Линецкой) // Французская романтическая повесть. — Составитель: Нина Жирмунская, — Л.: Художественная литература, 1982 год, стр. 19-76
- (Франcла) Atala, audio version
- English translation