Атлантис (фильм)

Атлантис | |
Atlantis | |
Фильм постерĕ | |
Жанр |
документлă фильм мусăк фильмĕ |
---|---|
Режиссёр | Люк Бессон |
Продюсер |
Патрис Леду Клод Бессон Люк Бессон |
Оператор |
Люк Бессон Кристиан Петрон |
Композитор | Эрик Серра |
Кинокомпани | Gaumont |
Тăсăлу | 78 мин. |
Патшалăх |
![]() ![]() |
Çул | 1991 |
IMDb | ID 0101376 |
«Атла́нтис» (фр. Atlantis) — Люк Бессон ӳнерленĕ наррациллĕ мар[1] мусăк фильмĕ. Фильма виçĕ çул хушши, 1988 çултан пуçласа, çапса илнĕ, экран çине 1991 çулта кăларнă. Фильм валли мусăка Бессонăн пĕрмайхи композиторĕ Эрик Серра çырнă. Бессон хăй режиссёр, сценарист, продюсер пулса ĕçленĕ, оператор тата монтажёр ĕçне тунă. Çак фильм Бессон карьеринче пĕрте-пĕр документалистика фильмĕ пулать.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Люк Бессон чунĕпе ачаранах тинĕс патне туртăннă. Ашшĕпе амăшĕ аквалангпа ишме хăнăхтаракан инструкторсем пулса тăрăшнă. Люк 17 çулта травмăлансан çак хăтланăва пăрахнă та Парисе киноăсталăхне алла илме кайнă[2].
«Атлантис» фильм «Никита» хыççăн çеç тухнă пулсан та, ăна 1988 çулта хатĕрлеме тытăннă. Тематикăпа фильм ытларах «Тĕпсĕр кăвак авăр» евĕр, экологи темипе ыйтусене хускатнă. Бессон виçĕ çул хушши фильма Кристиан Петронпа ĕçленĕ, вăл «Тĕпсĕр кăвак авăрта» камерăсене дизайнланă[3].
1991 çулхи авăн уйăхĕнче фильма конкурса кĕртмесĕрех 48-мĕш Венеци кинофестивалĕнче кăтартнă.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Grabka, Gregory Christian Viaticum: A Study of Its Cultural Background // Traditio : journal. — 1953. — Т. 9. — № 1.
- Morris, Ian Death-ritual and Social Structure in Classical Antiquity. — New York: Cambridge University Press, 1992. — ISBN 0-521-37465-0
- Sourvinou-Inwood, Christiane "Reading" Greek Death: To the End of the Classical Period. — New York: Oxford University Press, 1996. — ISBN 0-19-815069-5
- Stevens, Susan T. Charon’s Obol and Other Coins in Ancient Funerary Practice // Phoenix. — 1991. — Т. 45. — № 3.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Люк Бессон фильмĕсем |
|
---|---|
1980-мĕшсем | |
1990-мĕшсем | |
2000-мĕшсем | |
2010-мĕшсем |
Необычайные приключения Адель (2010) • Артур тата икĕ тĕнче вăрçни (2010) • Леди (2011) • Малавита (2013) • Люси (2014) • Валериан тата пин планета хули (2017) • Анна (2019) |
- Фильмсем, алфавитпа
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- 1991 çулхи фильмсем
- Люк Бессон фильмĕсем
- Документалистика фильмĕсем, чĕрчунсем пирки
- Италин документалистика фильмĕсем
- Францин документалистика фильмĕсем
- Дельфинсемпе китсем пирки фильмсем
- Акулăсем пирки фильмсем
- Францин мусăк фильмĕсем
- Италин мусăк фильмĕсем
- Францин 1991 çулхи фильмĕсем
- Италин 1991 çулхи фильмĕсем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем