Контент патне куҫ

Банглапеди

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Банглапеди е Бангладешӑн наци энциклопедийӗБангладешри чи пирвайхи энциклопеди. Банглапедие хут ҫинче пичетлесе кӑларнӑ, ӑна CD-ROM-па тата Тӗнче тетелӗ урлӑ сараҫҫӗ. Банглапедие икӗ чӗлхепе — бенгал тата акӑлчан чӗлхисемпе — ҫырнӑ. Пичет версийӗ 500 страницӑна яхӑн йышӑнать. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ 2003 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Азири Бангладеш обществинче тухнӑ. Банглапедие кашни икӗ ҫулта ҫӗнетсе тӑма палӑртнӑ.

Банглапеди Бангладешпа ҫыхӑннӑ тематикӑсене кӑна ҫутатать. Ҫав вӑхӑтрах Бангладеш шутне Индин тухӑҫ енче вырнаҫнӑ историллӗ ҫӗрсем те кӗреҫҫӗ — Суба Бангла, Шахи Бангалах, Мугал Суба Бангла, Бенгали президентлӑхӗ, Бенгали, Тухӑҫри Бенгали, Тухӑҫри Пакистан.

Банглапедин тӗп редакторӗ — Сираджул Ислам. Статьясем ҫырас тӗлӗшпе 1200 яхӑн автор тат тӗрлӗ ӑста ӗҫлет. Банглапедири ултӑ категорине 5700 ытла статья кӗнӗ, унта 2000 ытла ӳкерчӗк, 2100 каҫӑ вырнаҫтарнӑ.

Проект ҫӗршыв правительстви, тӗрлӗ организацисемпе академиллӗ институтсем пулӑшнипе пурнӑҫланнӑ, ӑна кун ҫути курма ҫавӑн пекех ЮНЕСКО та тӗрев панӑ.

Банглапеди мӗнрен тӑрать

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Банглапедире пурӗ 5700 ытла статья вырнаҫнӑ, вӗсем 6 категорине кӗреҫҫӗ: ӳнерпе гуманитарлӑ пӗлӳ, историпе эткерлӗх, патшалӑхпа правительство, обществӑпа экономика, ҫутҫанталӑка тӗпчекен тата биологи ӑслӑлӑхӗсем. Кашни пая экспертсем тӗрӗслесе тухаҫҫӗ.

Статьясенче, сӑмах май, Бенгалири Ганг вӑрри вырнаҫнӑ ҫӗрӗн ҫутҫанталӑкӗпе историйӗ ҫинчен, Бенгалине ҫын мӗнле алла илни, вӑл мӗнле аталанни ҫинчен, кунти историллӗ патшалӑхсемпе вӗсем ҫӗнӗ ҫӗрсемшӗн мӗнле ҫапӑҫни ҫинчен, династисемпе правительствӑсем ҫинчен, культурӑпа тӗн ҫинчен, ҫавӑн пекех ӳнер, архитектура, этнографи ҫинчен вуласа пӗлме пулать.

Политикӑри тата историри ҫивӗч ыйтӑвӗсене ытла та тавлашуллӑ уҫса панӑ, хӑш чухне Банглапедине унта политика ытла нумай пулнишӗн, вак халӑхсемпе ҫыхӑннӑ тематикӑна ытла та пӗр енлӗ те тирпейсӗр уҫса панӑшӑн тиркеҫҫӗ. Редакци асӑрхаттарнисемпе ӗҫлет, малалли кӑларӑмсенче вӗсене тӳрлетме тӑрӑшать.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Банглапедия статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.