Барион

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Барионсем (грек βαρύς — йытвăр) — Элементарлă пĕрчĕксен çемйи, хăватлă пĕр-пĕринпе ĕç-пуçĕне пăхăнакан фермионсем, виçĕ кваркран тытăнса тăраççĕ (барионсем 5 тата ытла шутлă кварксенчен тăрать тесе шутлани те пур, анчах ăна тĕпчесе çирĕплетмен). Барионсем мезонсемпе (кусем икĕ кваркран чăмăртаннă) пĕрле элементарлă пĕрчĕксен хăватлă пĕр-пĕринпе ĕç-пуçĕсен ушкăнне пуçтарăнаççĕ, вĕсене тепĕр ячĕпе адронсем теççĕ.

Барионсем шутне (йывăрăшĕ ӳссе пынă май): протон, нейтрон, ламбда-гиперон, сигма-гиперон, кси-гиперон, омега-гиперон. омега-гиперонăн йывăрăшĕ (3278 электрон йывăрăшлĕ), протонăнчен 1,8 хут ытларах.

Барион хисепĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Барионсен декуплечĕ, пăри 3/2
Барионсен октечĕ, пăри 1/2

Барионсен классификацийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Протонпа нейтрон çирĕп тăнăç барионсем шутне кĕреççĕ. Пĕрремĕшĕ (халĕ çак паллă) пĕтĕмлĕ тăнăç, иккĕмĕшĕн бета-арканăвлĕ пурнăç тапхăрĕ 1000 çеккунтă. Йывăртарах барионсем 10−23 — 10−10 çеккунтă хушшинче арканаççĕ.

Нуклон кварк шучĕсемпе uud — протон тата udd — нейтрон пулать. Унăн пăри ½ тан, тĕлĕнтермĕшлĕхĕ нуль. Йывăрăшĕ 940 МэВ çывăх. Кĕске вăхăт пурăнакан пăлханчăк тăруллă нуклонсем N-барионсен ушкăнне кĕреççĕ.

Тĕлĕнтермĕшлĕ пĕр кварклă та пулин барионсене — анчах та йывăр кварксăррисене — называются гиперонсем теççĕ. Барионсен çемйинче, нуклонсем пуçсăр, Δ-, Λ-, Σ-, Ξ- и Ω-барион ушкăнĕсене кăтартаççĕ.

Барионăн хисепĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку физика вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.