Барто (ушкăн)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Барто
Тĕп информаци
Жанр электропанк, инди, электроклэш
Çулсем 2006 – хальхи кунсем
Патшалăх Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Лейбл Шурăмпуç
Йыш Мария Любичева, Алексей Отраднов, Иван Дерябин, Евгений Куприянов
bartomusic.ru
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Шаблон:Сортлани: ӳкерчĕксемпе

Бартоэлектроклэшпа электропанк жанрĕсем тĕкĕшĕнче çуралнă мусăк ушканĕ. Хăйĕн пултарулăхĕнче 80/90-мĕш çулсен электро-саунд никĕсĕпе усă курать. Барто виçесĕр лирикăна хушса вичкĕн кулăшла социаллă текстпа хевтелет.

Ушкăнăн кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«БАРТО» ушкăна 2006 çулта йĕркеленĕ. Электронлă мусăк (стилистика: electroclash) еннелле туртăнать. 2007 çулта ушкăн Museon конкурсĕнче «электронлă мусăк» палăртăвĕнче çĕнтерет. Жюри пайташĕ, паллă мусăк тишкерӳçи Артемий Троицкий «Барто» проекчĕн материалне ырланă та вĕсене хăйĕн «Шурăмпуç» («Союз» издатель çурчĕ шутне кĕрет) лейблĕпе диск кăларма сĕнет.

2008 çулта, çулла «БАРТО» чи лайăх дебютшăн «Степной волк» мусăк парнине тивĕçет, юпа уйăхĕнче MTV RMA конкурсĕнче эрешри чи лайăх проект номинацине тăратаççĕ. 2008 çул тăршшипех ушкăн гастрольрен татăлмасть, Томск, Минск, Калининград, Екатеринбург, Чулхула, Пермь, Тулă, Хусан, Вологда тата урăх хуласенче, Мускавпа Санкт-Петербургра тăтăшах хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. 2009 çулăн пуçламăшĕнче ушкăн экономика кризисĕ пирки пĕремĕш «Скоро все …» видеоклипне кăларать: http://www.youtube.com/watch?v=pJtROAMO6Qc Кĕске вăхăтрах клипа 180.000 ытла çын пăхать.

2009 çулта, çуркунне, ушкăн иккĕмĕш — «Секс, насилие и хорошее настроение» — альбомне кăларать. Альбома Мускав, Санкт-Петербург, Краснодар, Рига, Таллин, Хельсинки, Екатеринбург, Челепи, Çĕн Çĕпĕр, Томск, Новокузнецк, Красноярск, Иркутск, Орел, Ростов-Дон-çинчи, Минск, Киев, Чулхула тата урăх хуласенче кăтартаççĕ. Темиçе юрă валли видеоклипсем хатĕрлеççĕ. Çулла ушкăн «Степной Волк» парнин 3 номинацире тивĕçет. 2009 çулăн вĕçĕнче темиçе кавер кĕртнĕ «СЕКС/БОМБА» миниальбом çырăнать.

Виçĕ çул хушшинче ушкăн Раççейĕн пысăк хулисенче тата чикĕ леш енче 100 ытла концерт ирттерет. 2010 çулăн çу уйăхĕнче ремикс-альбом тухать. Василий Шумовăн («Центр») «Содержание» проектне хутшăнать.

Ушкăнăн ят-йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Мария Любичева — мусăк, илемлетӳ, вокал
  • Алексей Отраднов — текстсем, пурнăç тăрăмĕ
  • Иван Дерябин — гитара
  • Евгений Куприянов — синтезатор, бэк-вокал

Барто пирки пресса[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Rolling Stone журнал[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Zvuki.ru мусăк порталĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сексапильный анархизм текстов в сопровождении не оставляющего времени на раздумья электроклэша. В итоге имеем — крепкий запоминающийся дебют, хлесткие точные тексты, томно-стервозный вокал, прыгучий танцевальный ритм и правильное настроение. «Барто» — действительно открытие этого года.[1]

Кăсăклă фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Артемий Троицкий Барто ушкăна итлет, продюсер пулса ĕç тăвать.[2]
  • 2008 çулта ушкăн А. Троицкий лайăх дебют тăвакансемшĕн йĕркеленĕ «Хир кашкăрĕ» парнине тивĕçет.[3]
  • 2008 ç. ушкăна RMA 2008 çинче «Эреш» номинцине тăратнă, анчах та «тӳрĕ» эфиртан касса кăларнă, MTV каланипе, мусăк ушкăнĕ церемоние килмен.
  • 2010 çулта çуркунне ушкăн икĕ хутчен НОВАЯ ГАЗЕТА версипе РАÇÇЕЙĔН ФОРМĂЛЛĂ МАР ЕРТӲÇИСЕН çĕр шучĕ таран ят-йышне кĕрет.
  • 2010 çулта "Беларуçфильмра" Александр Канановичăн "Дастиш фантастиш" фильм тухать, унта темиçе вариантпа "Барто" ушкăнăн "Секс, насилие и хорошее настроение" "Хочу" композицийĕ янăрать.
  • 2010 çулхи çурла уйăхĕнче Химки вăрманĕн хӳтĕлевçисене пулăшса ирттернĕ концерт-митинга хутшăннăшăн ушкăнăн юрăçне Любичеа Марие прокуратуратурăна чĕнсе калаçаççĕ. Ушкăна экстремизм статьипе айăплаççĕ.

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Студи альбомĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Концертрисем тата Бутлегсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Барто — live в антиклубе КАКАКА 10 мая 2009» (2009)

EP[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Секс\Бомба (2009)

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]