Контент патне куҫ

Батальон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Батальо́н (фр. bataillon фр. bataille сăмахран — çапăçу) — тĕп никĕс хăй тĕллĕ çар çыннисен 350—500 çынлă ушкăнĕ (РФ ХВ тăнăç тапхарĕнче, вăрçă саманинче 800 çына та çитет) е 600-900 çын (Çурçĕр Антантика патшалăхĕсен çарĕсенче), темиçе ротăран тытăнса тăрать. Темиçе батальон полк шутланаççĕ.

Малтанах термин Баталин (пикинёрсен 100x100 тăваткал «лес пик» тăнин) чĕрĕкне пĕлтернĕ, ăна артиллери çулăмĕ хытă пĕтересрен йĕркеленĕ.

Полкăн, бригадăн е дивизин, çаплах тӳрĕ пăхăнăвлă уйрăм çар ушкăнĕн (тĕслĕхрен, уйрăм десант батальонĕ, уйрăм шырав-диверси батальонĕ) тытăм çар ушкăнĕ пулать.

РФ ХВ батальонĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Батальон —Раççей федерацин Типçĕр çарĕсен тĕп тактика виçи. Раççейре батальона полк номерĕ çумне сас пали индексне хушса кăтартаççĕ, сăмахран, «ç/ч 3426-Б» — ку 3426-мĕш №-ле полкăн 2-мĕш батальонĕ. Батальон командирĕ (комбат) — подполковникмайор).

Мотострелок батальонĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
РФ ХВ мотострелок батольонĕн штат тытăмĕ
РФ ХВ мотострелок батольонĕн штат тытăмĕ

Батальон шутне кĕреççĕ:

Батальон шутне урăх подразделенисем те кĕме пултараççĕ. Çар çынĕсен йышĕ — 500 яхăн. Артиллери батальонĕ — дивизион. Унăн шутĕнче: 3-4 батарейă (артиллери ротисем).

Танк батальонĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
РФ ХВ танк батольонĕн штат тытăмĕ
РФ ХВ танк батольонĕн штат тытăмĕ

Танк батальонĕнче, мотострелок взводĕнчи — МБ, ПТВ, ГРВ — кĕмеççĕ.Батальон штатĕнче:

  • 3 танк роти (ТР).
  • Управлени взвочĕ (ВУ).
  • Техника хатĕрлев взвочĕ (ВТО).
  • Материал хатĕрлев взвочĕ (ВМО).
  • Медицина взвочĕ (МВ).

Танк шучĕ батальон штатĕнче — 31 машина.

Урăх палăртусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăш чух батальон тесе çав тан йышлă (çав шутра саккунсăр йĕркеленĕ) çар чăмăртавĕсене те палăртаççĕ, сăмахран, батальон «Монадире» 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. и вилĕмçĕсен батальонĕсем 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ..