Бахрейн
Курӑнакан калӑплав
Бахрейн патшалахĕ, Бахрейн (араб. مملكة البحرين — çапла вуланать "Мамля́ка аль-Бахра́йн") — Перси заливĕнчи хăй ятлă архипелаг çинче вырнаçнă патшалăхĕ.
Халăхĕ — 667 пин çын.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- IV—VI ĕмĕрсенче — Сасанидсен патшалăхне, кайран — Арабсен халифатне кĕнĕ.
- IX—XI ĕмĕрсенче — карматсен патшалăхне кĕнĕ.
- XIII ĕмĕрĕн варринче — ирĕклĕх çĕнтерсе илет, анчах та Ормуз эмиратан пайĕ пулса тăрать.
- XVI—XVII ĕмĕрсенче — Португали çĕрĕ.
- XVII—XVIII ĕмĕрсенче — сефевидсен Иранне хутшăнать.
- 1780-мĕш çулсем — каллех ирĕклĕхе тухать.
- XIX ĕмĕр — Бахрейна акăлчансем çитеççĕ.
- 1871 çулта — Аслăбританин протекторатĕнче, тĕрĕсрех каласан, ăна колони туса хунă.
- Пĕрремĕш тĕнче вăрçи — кунта британсен çарĕсен пысăк никĕсне хунă. Иран Ертĕвĕ Бахрейна хăйĕнчен саккунсăр туртса илнĕ тесе шутлать.
- Иккĕмĕш тĕнче вăрçи — британсен Ертĕвĕ Бахрейн чылай шутлă çарсем куçарать.
- 1946 çулта Манамара Перси заливĕн Британи администрацин пуçлăхĕн резиденцийĕ вырнаçать.
- 1968 — Катарпа тата Оманпа пĕрле Перси заливĕнчи Араб кнеçлĕхĕсен Федерацине йĕркеленĕ пирки хыпарлать.
- 1971 çулхи çурла, 14 — ирĕклĕх панă.
- 1975 çулта — парламента салатса янă.