Катар
Катар (арап. قطر, вуланать: ˈqɑ̱.tˁɑ̱r) — Азире вырнаçнă патшалăх.
Халăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăнти арабсем шучĕ 40 %. Çапла та Пакистанран (18 %) те, Индирен (18 %), Иранран (10 %), тата ытти араб çĕршывĕсенчен тухса килнисем пурăнаççĕ. Официаллă чĕлхи — араб чĕлхи, анлă сарăлнă акăлчан чĕлхи. Патшалăх тĕнĕ — ислам, суннит енлĕ, иранецсем — шиитсем. 90 % яхăн халăхĕ шĕкĕр хулара тата унăн тулашĕнче пурăнать. Кунта нефть промыçлине килекен иммигрантсем халăх шутне питĕ ӳстереççĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- VII ĕмĕртенпе Араб халифатĕнче.
- XIII-XIV ĕмĕрсенче Бахрейн эмирĕсем айĕнче;
- XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче — Португали империнче, кайран — Осман империнче.
- 1916—1971 çулсенче Британи протекторатĕнче.
Тулашри политикăра Саудсен Арави енне пăхать. Катар — одно из самых «открытых» арабских сообществ. Кунта вырăнти телеканал «Аль-Джазира» ĕçлет. Укçа — Катар риалĕ. Наци уявĕ — авăн, 3 (Ирĕклĕх Кунĕ).
Çутçанталăкĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕршывăн пĕтĕм çĕрĕ тенĕ пекех пушхир. Çурçĕрте — лутра хăйăрлă сайра оазиссемлĕ айлăм, куçса çӳрекен хăйăрсемлĕ(эолсем); çурутравăн варринче — чуллă пушхир, тăварлă вырăнĕсемпе; кăнтăрта — çӳллĕ хăйăр сăрчĕсем. Климачĕ континентлă тропиклă, типĕ. Çулла температура сайра мар +50 °C çити хăпарать. Çурутрав шыв енчен чухăн. Пĕрмай юхан шывсем çук, чылай шывне тинĕсрен кăларса тăварне уйăрса илеççĕ. Çĕр айĕнчи шыв çăлкуçĕсем тата оазиссем çурçен енче пулаççĕ. Чĕрчунсем енчен чухăн.
Азири патшалăхсем |
|
---|---|
Азербайджан • Афганистан • Бангладеш • Бахрейн • Бруней • Бутан • Тухăçри Тимор • Вьетнам • Грузи • Египет¹ • Иорданăн Анăç Çыранĕ • Израиль • Инди • Индонези • Иордани • Ирак • Иран • Йемен • Казахстан² • Камбоджа • Катар • Кипр • Кăркăсстан • Китай • КХДР • Кувейт • Лаос • Ливан • Малайзи • Мальдив • Монголи • Мьянма • Непал • ПАЭ • Оман • Пакистан • Раççей Федерацийĕ² • Сауд Аравийĕ • Газа Секторĕ • Сингапур • Сири • Таджикистан • Таиланд • Тайвань • Туркмени • Турци² • Ӳспекстан • Филиппин • Шри-Ланка • Кăнтăр Корея • Эрмени • Япони ¹ Ытларах енĕпе Африкăра вырнаçнă ² пĕчĕк пайĕ çавăн пекех Европăра вырнаçнă |