Бахтин Михаил Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Бахтин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Михаил Михайлович Бахтин
Портрет
Çуралнă вăхăт: 1895 чӳк, 17
Çуралнă вырăн: Орёл
Çуралнă вăхăт: 1975, пуш, 7
Вилнĕ вырăн: Мускав
Шкул/йăла: Вырăс философийĕ, антиинтеллектуализм, неокантиантлăх
Тапхăр: Хальхи философи
Тĕлĕ: Анăç философийĕ
Тĕп кăсăксем: Чĕлхе философийĕ, диалог философийĕ, ӳнер философийĕ, литература пĕлĕвĕ, тĕн философийĕ, этика, эстетика
Паллă идейăсем: Полифонизм, диалогизм, смеховая культура, хронотоп, карнавализация, мениппея
Витĕм кӳнĕ: Ф. М. Достоевский, В. И. Иванов, А. А. Мейер тата ытти вырăс тĕнĕн философĕсем, И. Кант, Ф. Ницше
Хыççăнхисем: С. Г. Бочаров, В. И. Тюпа, Ю. Кристева, Ц. Тодоров, В. В. Кожинов, Г. Д. Гачев
Гражданлăх: Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ
РСФСРFlag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic (1918–1937).svg РСФСР
Flag of the Soviet Union.svg СССР

Михаи́л Миха́йлович Бахти́н (чӳк, 17, 1895, Орёлпуш, 7, 1975, Мускав) — вырăс философĕ, культуролог, европа культурипе ӳнерĕн теоретикĕ. Чĕлхе, эпос формисене тата европа роман жанрне тĕпченĕ. Европа романĕн çĕнĕ теорине, çав шутра литература хайлавĕнчи полифонизм (нумай саслăх) теорине, тăваканĕ.

Франсуа Рабле романĕн пултарулăх принципĕсене тĕпченĕ май, Бахтин теорию халăхăн универсаллă кулăш культури теорине аталантарнă.

Бахтин полифонизм, кулăш культури, хронотоп, карнавализаци, мениппея литература пĕлĕвĕн ăнлавĕсене ăслăха кĕртнĕ. стилистикăпа калаçу жанрĕсен пĕрлехи теорипе темиçе лингвистика ĕç хайланă. «Бахтин çаври» ятлă ăслăх-философи кĕтесĕн ăс-тăн ертӳçи.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Орёл хулара нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ банкра ĕçленĕ. Каярах вĕсем Вильнăра (халĕ Вильнюс; 1905—1911) тата Одессăра (1911 — ?) пурăннă. Хăй каласа панипе, Петроградри тата Çĕнраççей университечĕсенче (çирĕплетекен документсем çук) пĕлӳ илнĕ. Пиччĕшĕ — Николай, философ, аваллăха тĕпчекенĕ.

1918 çултанпа Невельре пурăннă, пĕрлехи ĕçлев шкулĕнче вĕрентнĕ. Унтах Бахтин таврашĕнче пĕр майлă шухăшлакан интеллектуалсем — М. И. Каган, Л. В. Пумпянский, В. Н. Волошинов, М. В. Юдина, Б. М. Зубакин — чăмăртаннă. 1919 çулта Михаил Михайлович пĕрремĕш статьяна — «Искусство и ответственность» — пичетленĕ.

1920 çултанпа Витебскре пурăннă, пединститутра тата консерваторире вĕрентнĕ, философипе, эстетикăпа, литературăпа лекцисем вуланă. Унăн юлташĕсен шутĕнче П. Н. Медведев, В. Н. Волошинов тата И. И. Соллертинский пулнă. 1920—1924 çулсенче Достоевский пирки вĕçлеймен философи трактачĕсене çырнă.

1921 çулта Елена Александровна Околовича качча илнĕ.



1936 çулта, ссылкă вĕçленсен, мăн хуласенче пурăнма чарнипе, Бахтина Саранска, Мордва патшалăх педагогика институтне ĕçлеме кайма тивнĕ, анчах унтан та 1937 çулта тухса каймалла пулнă та 1945 çулчен Калинин облаçĕнчи Савёлово станцинче 14 № шкулта вĕрентнĕ. 1938 çулта остеомиелит вĕрĕлсе кайнипе сылтăм урине татнă[1].

Вăрçăччен Бахтин СССР Ăслăх Академин А. М. Горький ячĕллĕ Тĕнчери литература институчĕн (ИМЛИ) литература секцин ĕçĕсене хутшăннă, унта роман теорипе 2 доклад туса панă[2]. Пĕрремĕш докладне — «Слово в романе» — 1940 çулхи юпан 14-мĕшĕнче («Вопросы литературы» журнал, 1965, № 8 пичет.) тата иккĕмĕшне — «Роман как литературный жанр» 1941 çулхи пушăн 24-мĕшĕнче («Вопросы литературы» журнал, 1970, № 1 пичет.) вуласа панă[3].

Çав çултах вăл Саранска таврăннă та Мордва патшалăх педагогика институтĕнче (1957-па — Мордва патшалăх университечĕ) 1961 çулчен мĕнпур литература кафедринче вăйне хунă.

1946 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕнче Бахтин Мускавра, Тĕнчери литература институтĕнче, «Рабле в истории реализма» темăпа[4] хӳтĕленĕ [5] .

Хăй вăхăтĕнче манăçа тухнăскер (1930 - 1963 çулсенче хаçатсенче 3 ытла паллăрах мар статья çеç пичетленнĕ), Бахтин 1960-мĕш çулсенче Совет Союзĕнчи ăслăх уçлăхне, ăна вĕрентӳçĕ вырăнне хунă пĕр шухăшлисем пулăшнипе, таврăнма пултарнă. 1960 çулта ун патне литература пĕлевçисем (Тĕнчери литература институчĕн ăсчахĕсем В. В. Кожинов, С. Г. Бочаров, Г. Д. Гачев, П. В. Палиевский, В. Д. Сквозников[6].) пĕрле çыру янă.

1969 çулта Саранскран Мускава куçса килнĕ. 1960—1970-мĕш çулсенче Бахтин хăйĕн статьисене ИМЛИ кăларăмĕсенче — «Вопросы литературы» журналпа «Контекст» пухмачĕ — пичетленĕ. Рабле пирки, Достоевский пирки (тĕрĕссипе çĕнĕ редакципе) кĕнекесене кăларнă, «Вопросы литературы и эстетики. Исследования разных лет» ĕçе (автор вилнĕ хыççăнах тухнăскер) хатĕрленĕ.

Введени çăвин 21-мĕш участокĕнче пытарнă[7].

Пичетленĕ ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • К философии поступка // Философия и социология науки и техники. Ежегодник. 1984—1985. — М., 1986. (Бахтин начинает писать эту работу в 24 года (1919—1921 гг.). Многие страницы рукописи были утеряны или написаны неразборчиво. В работе автор создаёт собственную философскую концепцию, основываясь на философии Канта. В первой части исследования он рассматривает принципы архитектоники действительного мира, «не мыслимого, а переживаемого»).
  • Проблемы творчества Достоевского Л., «Прибой», 1929. — 244 с., 2 000 экз.; Киев, 1994.
  • Проблемы поэтики Достоевского. — М., 1963; 1974; 1979 (4-е изд.); Киев, 1994 (5-е изд.).
  • Творчество Франсуа Рабле и народная культура средневековья и Ренессанса. — М., 1965; 1990.
  • Вопросы литературы и эстетики. — М., 1975.
  • Эстетика словесного творчества. — М., 1979.
  • Литературно-критические статьи. — М., 1986.
  • Бахтин М. М. Эстетика словесного творчества / Походаев В. С.. — Мускав: Искусство, 1986.
  • Тетралогия. — М., 1998.
  • Собрание сочинений: В 7 т. / Институт мировой литературы им. А. М. Горького РАН. — М., 1996—:
Т. 1. Философская эстетика 1920-х годов. — М.: Русские словари; Языки славянской культуры, 2003. — 957 с.
Т. 2. Проблемы творчества Достоевского. Статьи о Толстом. Записи курса лекций по истории русской литературы. — М.: Русские словари, 2000. — 799 с.
Т. 3. Теория романа (1930—1961 гг.). — М.: Языки славянских культур, 2012. — 880 с. — ISBN 978-5-9551-0500-0.
Т. 4 (1). Франсуа Рабле в истории реализма (1940). Материалы к книге о Рабле (1930—1950-е гг.). Комментарии и приложения. — М.: Языки славянских культур, 2008. — 1120 с. — ISBN 978-5-9551-0266-5.
Т. 4 (2). Творчество Франсуа Рабле и народная культура средневековья и Ренессанса. Рабле и Гоголь (Искусство слова и народная смеховая культура). — М.: Языки славянских культур, 2010. — 752 с.
Т. 5. Работы 1940-х — начала 1960-х годов. — М.: Русские словари, 1997. — 732 с. — ISBN 5-89216-011-4.
Т. 6. Проблемы поэтики Достоевского. Работы 1960—1970 гг. — М.: Русские словари; Языки славянской культуры, 2002. — 800 с.
  • Эпос и роман. Сборник. — СПб.: Азбука, 2000. — 304 с., 10 000 экз. — ISBN 5-267-00273-9.
  • Беседы с В. Д. Дувакиным. — М.: Согласие, 2002. — 398 с. — ISBN 5-86884-099-2.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Библер В. С. М. М. Бахтин, или Поэтика культуры. — М.: Прогресс, 1991.
  • Аверинцев С. С., Давыдов Ю. Н., Турбин В. Н. и др. М. М. Бахтин как философ. — М.: Наука, 1992. — ISBN 5-02-008110-8.
  • Emerson С. Первые сто лет М. Бахтина. — Princeton, New Jersey: 1997.
  • Личность и творчество М. М. Бахтина в оценке русской и мировой гуманитарной мысли // Бахтин М. М.: pro et contra. — СПб.: РХГИ, 2001. — Т. I. — ISBN 5-88812-114-2.
  • Творчество и наследие М. М. Бахтина в контексте мировой культуры пуçелĕк=Бахтин М. М.: pro et contra / Сост., и коммент. К. Г. Исупова; библиография О. Ю. Осьмухиной, Т. Г. Юрченко, О. Е. Осовского, Н. Б. Панковой. — СПб.: РХГИ, 2002. — Т. II. — ISBN 5-88812-127-4.
  • Алпатов В. М. Волошинов, Бахтин и лингвистика. — М.: Языки славянских культур, 2005. — 1500 экз. — ISBN 5-9551-0074-1
  • Клюева И. В., Лисунова Л. М. М. М. Бахтин — мыслитель, педагог, человек. — Саранск: 2010. — 300 экз. — ISBN 978-5-7493-1479-3 (обл.)
  • Махлин В. Л. Михаил Михайлович Бахтин. — М.: Российская политическая энциклопедия (РОССПЭН), 2010. — ISBN 978-5-8243-1371-0.
  • Тамарченко Н. «Эстетика словесного творчества» М. М. Бахтина и русская философско-филологическая традиция. — М.: Изд-во Кулагиной, 2011. — 500 экз. — ISBN 978-5-903955-06-0.
  • Сломский В. Михаил Михайлович Бахтин — философ известный и неизвестный. — Брест: БрГУ, 2013. — ISBN 978-985-473-957-1.
Интернетри Бахтин пирки хыпарсем

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок нфэ не указан текст
  2. ^ Паньков Н. А. М. М. Бахтин и теория романа // Вопросы литературы. — 2007.
  3. ^ Бахтин М. Вопросы литературы и эстетики. Исследования разных лет. — Мускав: Художественная литература, 1975.
  4. ^ Шаблон:Кенеке
  5. ^ Шаблон:Кенеке
  6. ^ Паньков Н. А. Вопросы биографии и научного творчества М. М. Бахтина. — Мускав: Издательство Московского университета, 2009.
  7. ^ Где дремлют мёртвые.. bozaboza.narod.ru. Тĕрĕсленĕ 26 Чӳк уйăхĕн 2015.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]